1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 25 Февраль 2026 г.
16 января 2026 г. 12:51

Командирпа та тĕл пулнă

 

Тăвай округĕнче «Ĕмĕтсен елки» акцие СВО участникĕсем те хутшăннă. Аманнă хыççăн сипленме отпуска килнĕ Сергей Буинцев гварди капитан чăрăш çинчен татса илнĕ тетте урлă Мучар ялĕнчи ятарлă çар операци участникĕн ывăлĕн Михаил Аскеровăн ĕмĕчĕ çинчен пĕлнĕ. Арçын ача алă ĕçĕпе интересленнĕрен, йывăçа çунтарса эрешлесе ÿкерекен аппарат çинчен шухăшласа пурăннă. Хăйĕн ĕмĕчĕ çак самантра пурнăçланасси çинчен, тен, тĕлленмен те.

Сергей Юрьевича çемьере ăшшăн йышăннă. «Кĕтнĕ парне татах та ырă ĕçсем тума хавхалантарать»,— пĕлтернĕ Михаил. Тата вăл тахçанах СВОри чăн-чăн командирпа куçа-куçăн тĕл пулма ĕмĕтленнĕ иккен. С.Ю.Буинцев парнепе пĕрле пылак çимĕçсен хутаçне тыттарнă. Пулас хÿтĕлевçĕпе калаçнă, пирĕн салтаксен паттăрлăхĕ, юлташлăх туйăмĕ çинчен каласа панă. «Çак ĕмĕте пурнăçлани – чăннипех те пысăк чыс маншăн. Ачасен ĕмĕчĕ пурнăçа кĕни савăнтарать»,— тенĕ СВО паттăрĕ.

Поделиться:
Распечатать