1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 1 Февраль 2026 г.
16 января 2026 г. 12:53

КĔСКЕН

 

2025 çулхи Çĕнтерÿ тата патриотизм çулталăкне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Енрен 208 пин ытла ентеш фронта тухса кайнине аса илер.

Вĕсенчен çурри киле таврăнайман. Чăваш Енĕн 71 ывăл-хĕрĕ Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. 16 çын Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă.

Регионта, спортсменсен пултарулăхне, ăсталăхне 54 спорт организацийĕ туптать. Пирĕн ентешсем 2025 çулта тĕнче тата Раççей ăмăртăвĕсенче 1837 медаль çĕнсе илнĕ.

Чăваш Енре кинозалсен шучĕ 26-а çитнĕ. Юлашкийĕ Шăмăршă салинчи культура çуртĕнче уçăлнă. Ку ялти шкулта вĕренекенсем пĕрремĕш куракансем пулнă. Тăвайри культура çуртĕнче «Три солнца» кинозал вара чылай маларах, 2017 çулхи августăн 24-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă.

Поделиться:
Распечатать