Мини-футбол. Спорт вунăкунлăхĕн виççĕмĕш кунĕнче «Аль» спорт шкулĕн никĕсĕ çинче йăлана кĕнĕ «СтройТЕК» ООО кубокне çĕнсе илессишĕн мини-футболпа уçă турнир хĕрÿ иртнĕ.
Кăçал хаклă призшăн Тăвай, Вăрмар, Çĕрпÿ округĕсенчен тата Канашпа Шупашкар хулисенчен 10 команда тупăшнă. Кубок хуçи Тăвайĕн-чех. Пирĕн округри «Аль» спорт шкулĕн команди хăйĕнчен никама та ирттермен. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене «Гагарин тимпа» «Студентсен» командисем пайланă.
Турнирти чи лайăх вылякансем: Дмитрий Корнилов, Иван Тарасов (Гагарин тим), Алексей Федотов (ФСК «Аль» 1), Родион Нилов («Студентсем»). «СтройТЕК» ООО директорне Артем Васильева Тăвай тăрăхĕнче спорта аталантарма тăрăшнăшăн тав тунă.