1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 1 Февраль 2026 г.
16 января 2026 г. 12:55

Пархатарлă ĕçшĕн хавхалантарнă

 

 

Тĕмер ялĕнчи хастар волонтерсем патĕнче уяв кунĕнче ГСВГăн республикăри союзĕн Тăвай округĕнчи пĕрлĕхĕн председателĕ Валерий Шашков пулнă. Праçниксемпе саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçу суннă, ун хыççăн калаçу пулăшу ĕçĕсем çине куçнă.

СВО пуçланнăранпах тĕмерсем туслă йышпа ыр кăмăллăх ĕçĕнче вăй хураççĕ. Паянхи куна 20 çын ытла салтаксене пулăшас ĕçе хутшăнать: маскировка тетелĕсем çыхаççĕ, «Арçури» костюмĕсем хатĕрлеççĕ. Гуманитари пулăшăвĕн- че те вĕсен тÿпи пысăк. Госпитальсенче сипленекен салтаксем валли аялти кĕпе-йĕм çĕлеме пусма-тавар туянса парас ĕçрен те айккинче тăмаççĕ. Пурне те пĕр тĕллев çыхăнтарать — салтаксен пурнăçне сыхласа хăварасси, çĕнтерĕ-ве çывхартасси.

Çĕнĕ Ишпуçĕнчи Ольга Архипова ертсе пыракан ушкăн хатĕрлекен типĕ апатсене салтаксем ырлани çинчен те калаçу пычĕ çавра сĕтел хушшинче чей ĕçнĕ вăхăтра. Тĕмерти волонтерсем унти апат хатĕрлекенсемпе те тачă çыхăнура. Тĕрлĕ пахча тата ытти çимĕçпе тивĕçтереççĕ.

Çĕнĕ çулăн канмалли кунĕсенче те ĕç чарăнман иккен Ишпуçĕнче. Валерий Васильевич хăй те сушилкăра ĕçлекенсем патĕнче пулнă, икĕ михĕ панулми, пĕр михĕ хĕрлĕ кăшман кайса панă. Кунти тата Амалăхри хастар волонтерсене ГСВГ союзĕн Мухтав хучĕсемпе чысланă.

Поделиться:
Распечатать