1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 25 Февраль 2026 г.
16 января 2026 г. 12:47

Пултаруллă юлташăмăр

 

Иван Иванович Соловьев — паллă журналист тата общество деятелĕ. Иртнĕ çулта вăл хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ку чаплă дата унăн тухăçлă пурнăç çулне тата ырми-канми ĕçне палăртса тата çутатса парать.

Учителе вĕреннĕ май, вăл педагогика ĕçне чылай çул чунне панă, каярахпа, унăн çырас пултарулăхне шута илсе, ăна «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцине ĕçе илнĕ, унта вăл 40 çул ытла вăй хунă, тĕп редакторăн заместительне çитнĕ. Унăн çивĕч ăс-тăнĕ, пурнăçа тарăн пĕлни, публицист тата очеркист таланчĕ, хăйĕн шухăшне кашни вулакан патне уççăн çитерме пултарни Иван Ивановичăн хисепĕ-пе сумне хушнă, ăна хамăрăн округра кăна мар, унăн тулашĕнче те пĕлеççĕ, хаклаççĕ. Вăл ăста çыравçă, лектор, историк-краевед, Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ этнографи ĕçченĕ, пĕрре çеç мар унăн ятне Хисеп хăми çине кĕртнĕ, ытти нумай наградăна тивĕçнĕ. Унăн пурнăçри позицийĕ, ырми-канми ĕçĕ, ăслă канашĕ- сем округ аталанăвне паян кун та ырă витĕм кÿ-реççĕ. Унăн нумай çулхи тÿрĕ кăмăллă хастар ĕçне хакласа ĕнтĕ Иван Ивановича «Тăвай округне 90 çул» юбилей медалĕпе те чысланă.

Иван Ивановича малашнехи пурнăçра та çирĕп сывлăх, ырă кăмăл-туйăм, пысăк пултарулăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр!

Поделиться:
Распечатать