Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕ уçăлнăранпа 35 çул çитрĕ. Кунта хам тинтерех ĕçлеме пуçланăран аваллăх çÿпçин çĕнĕлĕхĕсене алла илсе пыратăп. Каталогпа кăсăкланнă майăн музейри кашни япалана тытса пăхатăп.
Иртнĕ çул вĕçĕнче Енĕш Нăрвашри историпе мемориал музейĕн картишне халиччен нихăçан те килсе курман Çĕнĕ çул хăнисем килсе çитнĕ.
Кунта çулăм пек çиçсе, тапăртатса тăракан Хĕрлĕ лашан хыçлă çуни çине Хĕл Мучипе Юр Пике, вăрманти чĕр чунсем ларнă. Тата Тăвай округĕнче пурăнакансем, Енĕш Нăрваш ял халăхĕ валли кучченеç — ырлăх-сывлăх, телейпе ăнăçу, ĕçченлĕх, чăтăмлăхпа иксĕлми вăй-хал тиенĕ пысăк кутамкка хунă.
Аякранах хăйĕн çĕнĕ çулхи илемĕпе йăлтăртатса çутатса ларать ял музейĕ. Музей управçин тивĕçĕ çăмăл тесе калаймăн. Музее йĕркелесе пуçарса яракансене, чи малтанах Ольга Ильинична Меркурьевана, унта вăй хунисене, халĕ пулăшса пыракансене пурне те пысăк тав сăмахĕ каласшăн.
Музей аталанăвĕнче педагогика ĕçĕн ветеранĕн Владимир Васильевич Петровăн тÿпи питех те сулмаклă. Культура еткерлĕхĕ пулас ăру валли упранса юлтăр тесе нумай тăрăшнă вăл, унăн ĕçне çĕнĕ варкăш кĕртни ял çыннисен куçĕ умĕнчех пулса пынă.
Тăтăшах хăнасем пулаççĕ Енĕш Нăрваш ялĕнче. Тĕлпулусем, презентацисем, паттăрлăх урокĕсем, куравсем, çĕр-çĕр тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ Владимир Васильевич. Халĕ те вĕсене хутшăнма тăрăшать.
Чăваш Республикинче яллă вырăнта пирĕнни пек пуян музей урăх çук та пулĕ. Вăл Иван Яковлевич Яковлев уçнă шкул çуртĕнче вырăн тупни хăех Тăвай ен историйĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ.
Йăх-несĕлсен кун-çулĕ, йăли-йĕрки — пĕтĕмпех куç умĕнче кунта. Управлăх çуртĕн- че экспонатсен хисепĕ ÿссе пыни те пархатарлă ĕçĕн тăсăмĕ. Çапла вара пĕрремĕш хут музейра пулакансемшĕн тĕлĕнмелли, паллашмалли сахал мар.
Куракансен шухăш-сĕнĕвĕсене ыйтса пĕлетĕп. Эпĕ ĕçлеме пуçланăранпа 300 çын ытла музейра пулчĕ. Ялта пурăнакансемпе, шкул ачисемпе 6 мероприяти ирттернĕ.
2026 çулхи халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕнче тĕрлĕ на- цисен çыхăнăвне çирĕп- летесси, культурине аталантарасси тĕп вырăнта пулĕç.