• Чăваш патшалăх аграри университечĕн 7 студентне Раççей Президенчĕн тата Правительствин стипендине пама йышăннă. Ăна лайăх вĕреннĕшĕн, наукăпа тĕпчев ĕçĕшĕн, ытти çитĕнÿсемшĕн тивĕçнĕ, çав шутра — çĕнĕ конструкцисем шухăшласа кăларни, модельшăн патент илни те. Президент стипендийĕн кашни уйăхри виçи — 30 пин, Правительствăн — 20 пин тенкĕ.
• Африка мурне тупса палăртас тĕллевпе республикăри ветеринари лабораторийĕнче 2025 çулхи раштавăн 18-мĕшĕ тĕлне 4642 тĕрĕслев ирттернĕ. Килти 4213 сыснана, 191 хир сыснине, ашран хатĕрленĕ продукцин 238 тĕслĕхне тĕрĕсленĕ. Тĕпчевсенче инфекци тупса палăртман.
• «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ çул Президент перинаталь центрне 197 çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Вĕсем амăшĕсемпе тин çуралнă пепкесене пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ пама май парĕç.
• Раштавăн 25-мĕшĕн-че Шупашкарта патшалăх тата парти ĕçченне Семен Ислюкова асăнса палăк уçнă. Вăл ертсе пырас пултарулăхĕпе палăрса тăнă, 1955—1985 çулсенче Чăваш АССРĕн Министрсен Канашĕн Председателĕнче, КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Председателĕнче ĕçленĕ çулсенче вун-вун завод-фабрика тунă, Шупашкарти промышленноç тракторĕсен завочĕпе ГЭС çĕкленнĕ, ял-хулана çĕнетнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне уçас ĕçре унăн тÿпи пысăк. Вăл ертсе пынипе К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх, Вырăс драма тата Оперăпа балет театрĕсем тата ытти культура объекчĕсем çĕкленнĕ. Семен Матвеевич Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Чăваш Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ.
•Раштавăн 25-мĕ- шĕнче Шупашкарта ятарлă çар операцийĕн-че Тăван çĕршыва хÿтĕлесе хăйсене хĕрхенмесĕр çапăçнă паттăрсене сума суса палăк уçнă. Вăл йывăр тапхăрта тăнăçлăх, суверенитет тата наци пĕрлĕхĕн пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăккине аса илтерекен астăвăм вырăнĕ пулĕ.
• Кăçал — Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ. Раççейре 190 ытла халăх пурăнать. Вĕсем 270 ытла чĕлхепе калаçаççĕ. Пирĕн республикăра 128 халăх ывăл-хĕрĕ пурăнать. Çулталăк тăршшĕпе 500 яхăн мероприяти пăхса хунă, палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.