Çĕнĕ çул каникулĕн вунă кунлăхĕ (декада) Тăвай округĕнче спорт ăмăртăвĕсенчен пуян пулнă. Кăçал вăл пин ытла çынна пĕрлештернĕ.
Самбо. Декада «Аль» спорт шкулĕнче самбо вăййине юратакансен турнирĕн- чен пуçланнă. Ăна СВО-на хутшăнакансемпе фронта пулăшакансене халалланă. Спорт шкулĕн директорĕ Анатолий Кириллов участниксене саламласа çирĕп сывлăх, ăнăçу суннă. Çакăн пек ăмăртусен тĕллевĕ çамрăксене сывă пурнăç йĕркине анлăн явăçтарасси, патриотизмла воспитание вăйлатасси пулнине палăртнă. Тупăшура Мария Димитриева (29 килограмлă виçере), Дмитрий Казаков (32 кг), Никита Михайлов (36 кг), Артем Пеленжи (46 кг), Анна Федорова (47 кг), Илья Федоров (60 кг) хăйсен ушкăнĕнче çĕнтернĕ. Çĕнтерÿçĕпе призерсене грамотăсемпе тата пылак призсемпе хавхалантарнă.