1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 25 Февраль 2026 г.
16 января 2026 г. 12:50

Савăнăçлă пулăм

Чăваш Енре тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерес программа малалла пурнăçланать.

— Эпир çак енĕпе ĕçлетпĕр. 2020 çултанпа 2000 ытла çынна пурăнмаллипе тивĕçтертĕмĕр. Кăçал 450 ытла тăлăха хваттер патăмăр (2024 çулта — 436, виçĕмçул — 314). Пирĕн тĕллев çитес 2—3 çулта сахалтан та пин çамрăка хваттер уççисем парасси. Сирĕн килте ăшă та хăтлă пултăр,— тенĕ Олег Алексеевич Çĕнĕ çул умĕн Шупашкарта çамрăксене хваттерсен уççисене панă май.

2025 çулта республикăра çак категорие çурт-йĕрпе тивĕçтерме 1,4 миллиард тенкĕ уйăрнă, ку вăл умĕнхи çулхинчен 20 процент нумайрах.

Çĕнĕ Çул умĕн Тăвай округĕн-че савăнăçлă пулăмпа палăрса юлчĕ çамрăк пикешĕн. «Эпир çĕнĕ хваттер уççине Заринăна, медицина колледжĕн студенткине, патăмăр»,— пĕлтернĕ округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов.

Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă çамрăкшăн çурт-йĕрлĕ пулни — хăй тĕллĕн пурăнма тата умри плансене пурнăçламалли шанчăклă никĕс. Зарина малашлăхне хирург профессийĕпе çыхăнтарасшăн.

Килти хăтлăх пархатарлă тĕллеве — тухтăр пулас ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пулăштăр. Çак çул ырлăх, сывлăх, вĕренÿре çитĕнÿсем илсе килтĕр.

Поделиться:
Распечатать