Кăшарнире чиркÿрен илнĕ сăвапланă шыва ăçта тытмалла? Ăна хăçанччен упрама юрать?
Кунашкал шыва турăшпа юнашар е турăш хыçĕнче упрăр. Килтисем ăна ăнсăртран ĕçесрен савăт çине унта сăваплă шыв пулнине палăртса çырăр. Ăна холодильникре, апат-çимĕçпе пĕрле упрамалла мар.
Сăваплă шыва ирсерен апат çиес умĕн е каçхине çывăрма выртиччен кăштах ĕçмелле.
Чирлесе ÿксен е тĕрлĕ лару-тăрăва пула кăмăл сÿрĕк пулсан асăннă шыва хăть мĕн чухлĕ ăша яма юрать. Çакна тунă чухне кĕлĕ вуламалла, Турра асăнмалла. Шыв ĕçнĕ хыççăн сывалмашкăн кĕл тумалла.
Ыратакан вырăна сăвапланă шывпа йĕпетнĕ компресс хуни те пулăшма пултарать.
Чĕр чунсене, выльăха ăна ĕçтерме юрамасть.
Кăшарни шывĕпе кил-çурта, автомобиле, тумтире е выльăха пĕрĕхме юрать.
Шыв пăсăлчĕ тĕк ăна юхан шыва е пĕве-кÿлле тăкмалла. Çавăн пекех унпа чечеке е йывăçа шăварма пулать. Канализацие, раковинăна ямалла мар, çĕр çине те тăкма юрамасть.
Кăшарнире илнĕ шыва хăть мĕн чухлĕ упрама юрать. Ăна ытлашшипех илмелле мар, виçине пĕлмелле. Пĕрре сăвапланă шыв вăйне нихăçан та çухатмасть, çавăнпа вăл савăтра сахал юлчĕ тĕк унта ахаль шыв хушма юрать.