Чăваш Енре 2026 çул валли Сывлăхпа спорт кунĕсен графикне хатĕрленĕ.
2026 çулта республикăри тата муниципалитетсенчи спорт сооруженийĕсенчи бассейнсемпе тренажерсене, катоксемпе спорт лапамĕсене çак кунсенче тÿлевсĕр çÿреме пулĕ:
кăрлачăн 24-мĕшĕ,
нарăсăн 21-мĕшĕ,
пуш уйăхĕн 14-мĕшĕ,
ака уйăхĕн 18-мĕшĕ,
çу уйăхĕн 23-мĕшĕ,
çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕ,
утă уйăхĕн 18-мĕшĕ,
çурла уйăхĕн 22-мĕшĕ,
авăн уйăхĕн 19-мĕшĕ,
юпа уйăхĕн 17-мĕшĕ,
чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕ,
раштавăн 19-мĕшĕ.
Спорт тата сывлăх кунĕсем «Раççей спорчĕ» патшалăх программипе килĕшÿллĕн иртеççĕ. Çÿлерех асăннă кунсенче Тăвай округĕнчи «Аль» спорт шкулне те тÿлевсĕр йышăнаççĕ.