Вăтаялĕнче Çĕнĕ çул каçхине çулленех вырăнти лотерея билечĕсем выляттараççĕ. Кăçал та çаплах пулнă. Чылай билет выляса савăнăç кÿнĕ çынсене. Така та, тырă та, автан та выляттарнă. Тырăпа вырăнти фермерсем уйăрнă. Така вара нумай ачаллă çемьене тивĕçнĕ.