1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 1 Февраль 2026 г.
16 января 2026 г. 12:54

Тепĕр уйăхчен пырать

«Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци старт илнĕ иртнĕ çул вĕçĕнче. Унта — Чăваш Енри министрсем те хутшăнаççĕ.

«Çĕнĕ çул чăрăшĕ çинчен тетте-открыткă илтĕм. Унта Шупашкарта пурăнакан 12 çулти Диана ĕмĕчĕ. Унăн ĕмĕтне пурнăçлатăпах»,— пĕлтернĕ цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Степанов.

Пĕтĕм Раççейри çак акцие пĕрре- мĕшсен юхăмĕ Росмолодежь. Добро пулăшнипе ирттерет. 2018 çултанпа вăл ачасене ырă тума тăрăшакан пин-пин çынна пĕрлештерет. Акци пурнăçри йывăр лару-тăрури 3-17 çулсенчи ачасене парне кÿрет. Раççейре 7 çул хушшинче 320 пин ытла ача ĕмĕтне тÿрре кăларнă. Чăваш Енре 800 ытла ачана савăнăç кÿнĕ.

Кăçал республикăри ачасем акцие хутшăнса 642 заявка панă. Вĕсен ĕмĕчĕсене пурнăçлакан Хĕл Мучи ролĕсенче — Правительство членĕ-сем, депутатсем, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем, ыттисем. «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци 2026 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕччен пырать

Поделиться:
Распечатать