1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 1 Февраль 2026 г.
16 января 2026 г. 12:59

Вырсарни шкулĕнчи ачасем савăнтарчĕç

 

Раштав праçникне уявласси Тăрмăшри Çв. Николай ячĕллĕ чиркÿ çумĕнчи Вырсарни шкулне çÿрекен ачасемшĕн йăлана кĕнĕ. Шкул ĕçлеме пуçлани 20 çул çитет.

Маларах çÿренĕ ачасем вĕренсе тухса çемьеленчĕç те ĕнтĕ, часах вĕсен ачисем те Вырсарни шкулĕпе туслашĕç. Пĕрремĕш вĕрентекенĕсем Зинаида Николаевна Григорьевапа Елена Николаевна Матросова паянхи кунчченех ачасемпе ĕçлеççĕ, юрлама, ташлама, сăвăсем калама вĕрентеççĕ, фестивальсене хутшăнма хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех Олеся Геннадьевна Матвеева вĕрентекенпе Марина Николаевна Иванова культура ĕçченĕ яланах пулăшса пыраççĕ. Çапла пĕрле килĕ-штерсе ĕçлесен кăна ăнăçса пырать. Ачасем валли сцена çине тухмалли тумсене те çĕнетсех тăма тăрăшатпăр. Чиркÿ настоятелĕ Леонид атте яланах пулăшу аллине тăсма хатĕр.

Раштавăн 13-мĕшĕнче ача-сем культура çуртне пухăнчĕç, хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтарчĕç. «Светлячки» ушкăнри Мария тата Аннăпа Александра Михайловасем, Надежда Матвеева Виктория Максимова, Елизавета Петрова, Василийпе Иван Кадикинсем, Елисей Петров «Светлый праздник Рождество» ятлă юрăна питех те аван шăрантарчĕç. Ксения Васильева «Рождество», Елизавета Петрова «Раштав каçĕ», Елисей Петров «Хорошо жить с Христом» сăвăсене туйăмлăн каласа пачĕç, курма килнĕ хăнасен чунĕсене тыткăнларĕç. «Солнышко» ушкăн «Ангелсен ташшине» питĕ хитре кăларчĕ. Ку ушкăнри ташăçăсене ятранах асăнам: Надеждăпа Алиса Матвеевасем, Анна, Александра тата Мария Михайловасем, Елизаветапа Виктория Максимовасем, Ефросиньяпа Мария Ивановасем, Елизавета Петровапа Екатерина Поликарпова. Маттурсем каникул вăхăчĕ пулнине пăхмасăрах репетицисене çÿрерĕç.

Раштавăн 8-мĕшĕнче округри ачасен Раштав фестивалĕ Тăвайĕнчи Культура çуртĕнче иртрĕ. 10-мĕшĕнче вара Канашри Культура керменĕнче республика шайĕн-чи мероприяти пулчĕ. Икĕ фестивалĕнче те Тăрмăшсем лауреат дипломĕсене тивĕçрĕç. Халĕ вĕсем сцена ăстисемех ĕнтĕ, малтанхи пек куракансем умне тухма шикленмеççĕ: ирĕклĕн туяççĕ, артисем пекех. Леонид атте елка умĕнче кашнинех парнесем пачĕ, Раштав уявĕ çинчен каласа пачĕ. Праçник пурне те килĕшрĕ. Малашне те ăнăçлă ĕçлесе пытăр Тăрмăшри Вырсарни шкулĕ. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсемпе пулăшса пыракансене сывлăхпа ăнланулăх, телейпе юрату сунас килет. Яланах çапла пĕр-пĕрне пулăшса пурăнасчĕ. Ахальтен-и кăçал Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ.

Поделиться:
Распечатать