Тăвай шкулĕнче «Новогодний снеговик — 2026» конкурса вĕренекенсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те, педагогсем те хутшăнма кăмăл тунă.
Юлашкинчен ĕçсене шкулти фойене вырнаçтарса килен-каяна уяв сĕмĕпе килентернĕ.
Бадановсен, Павловсен, Дмитриевсен, Тимофеевсен, Илларионовсен çемйисене грамотăсемпе пылак парнесемпе хавхалантарнă.