1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 15 Февраль 2026 г.
23 января 2026 г. 13:36

Ача садĕнчен пуçланать

 

 

«Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕн шайĕнче Тăвай округĕнче шкулчченхи учрежденисенче 4 агролаборатори ĕçлет. Вĕсенчен хастаррисен шутĕнче Тушкилти вăтам шкул çумĕнчи «Пчелки» ушкăна палăртмалла.

Кунта ачасем çут çанталăка тĕпчеççĕ, çĕр ĕçĕпе кăсăкланаççĕ. Вăрлăх аксан-лартсан калчасем мĕнле ÿснине сăнаççĕ, хăйсен пĕрремĕш тухăçне çитĕнтереççĕ.

Агролаборатори кураторĕ — вырăнти Сергей Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕ. ХФХри Надежда Разиновна ертÿçĕ çĕнĕ çул умĕн ачасемпе тĕл пулса калаçнă. Кулленхи ĕçре кирлĕ «парнесемпе» савăнтарнă. Вĕсен шутĕнче — цифрăллă микроскоп, лупăсем, колбăсем, пробиркăсем, Петри чашăксем, фитолампăллă стеллаж тата ытти те (мĕн пурĕ 30 пинлĕх). Çавăн пекех тĕштырă тата пахча çимĕç культурисен вăрлăхĕсемпе те тивĕçтернĕ çамрăк ĕçченсене. Агролаборатори тĕрлĕ хатĕр-пе пуянланнă хыççăн занятисем тата интереслĕ- рех те, курăмлăрах та иртеççĕ.

Надежда Разиновна Федорова пĕчĕкскерсене хăйсен ферминчи выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукци, уй-хирте çитĕнтерекен культурăсем, вĕсен тупăшĕ çинчен каласа панă. Çапла, бизнеспа вĕрентĕвĕн çыхăнăвĕ ачасене садикренех çĕр ĕçне хаклама, пулас профессие пĕлсе суйлама пулăшать. Пĕлтĕр ачасем аслисемпе пĕрле фермăри производствăпа паллашни те пысăк пĕлтерĕш- лĕ. Техĕмлĕ чейпе те хăналаса янă вĕсене.

Çак кунсенче садикри шăпăрлансем çĕнĕ савăтсем çине сухан лартса тĕпчев ĕçне пуçăннă.

Поделиться:
Распечатать