Пушкăртстанри Нефтекамск хулинче пурăнакан СВО салтакĕн ашшĕ, 66-рискер, мошенниксене 12,5 млн тыттарнă.
Вăрă-хурах телефонпа арçынна вăл террористсене пулăшать тесе хăратнă, укçине «курьера» памаллине ĕнентернĕ. «Курьер» укçа патне икĕ хут çитнĕ, юрать ăна тытнă. Салтак ашшĕне укçана ывăлĕ çапăçура пуç хунăшăн панă пулнă.