1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 4 Февраль 2026 г.
23 января 2026 г. 13:48

Çирĕплетме пулăшать

 

 

С витамин (аскорбин йÿçĕкĕ) — шывра ирĕлекен органика пĕрлешĕвĕ. Вăл организмри нумай биологи процесĕ валли кирлĕ. Организма апат-çимĕçпе пĕрле кĕрет. Ку витамин организма çирĕп-летме, вируссемпе, инфекцисемпе тата бактерисемпе кĕрешме пулăшать. Çавăн пекех иммун реакцийĕсене хутшăнать.

С витамин шăлан çырлинче (шиповник), хура хурлăханта, цитрус çимĕçĕсенче, симĕс пахча çимĕçре (уйрăмах брокколире), томатра, çĕр улминче, пылак хĕрлĕ пăрăçра чылай. С витамина гипо-тата авитаминоз чухне ĕçме сĕнеççĕ. Çавăн пекех ăс-тăн тата вăй-хал енĕпе нумай ĕçлекенсене, ача кĕтекен тата кăкăр ĕмĕртекен амăшĕсене С витамин ĕçме сĕнеççĕ медицина ĕçченĕ-сем. Вăраха кайнă амака е йывăр чире парăнтарма та ытти эмелпе пĕрле С витамин çырса параççĕ. Çав вăхăтрах пурин те аскорбин йÿçĕкне ĕçме юрамасть. Калăпăр, юн чăмаккаланас туртăм пуррисен тата сахăр чирĕ- пе нушаланакансен. Çитĕннĕ çынсен профилактика валли кунне 0,05-01 г (2—4 таблетка) ăша яма юрать. Мĕнле те пулин чирпе сиплев палăртсен С витамина мĕн чухлĕ ĕçмеллине тухтăр çырса парĕ. С витамина виçерен ытла ĕçсен пуç ыратма, ыйхă вĕçме пултарать. Вар-хырăм чирĕпе нушаланакансен ăна асăрханса ĕçмелле. Хăшĕ-сен аллерги пулма пултарать.

Поделиться:
Распечатать