1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 18 Февраль 2026 г.
23 января 2026 г. 13:44

Ĕçкĕ сывлăха сиенлет

 

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕр чăмăрĕ çинче эрех ĕçнипе çулсерен 3,3 миллион çын пурнăçран уйрăлать, ку мĕнпур вилнисен 5,9 проценчĕ.

Раççейре 20—40 çулсенче вилнĕ çынсен 15 проценчĕ эрех ĕçнипе çыхăннă.

Харпăр хăй çине алă хурасси, мăшкăлласси, вĕлересси, çапăçасси, çаратасси ытларах чухне ÿсĕрле пулса иртеççĕ.

Алкоголь çие юлассине 20 процент таран чакарать.

Хĕрарăмсем, ар-çынсемпе танлаштарсан, 4 хут ытларах ĕçке ереççĕ.

Ĕçекен çемьесенчи ачасем 5 хут ытларах хавшаса хевтесĕрленсе пыраççĕ.

Ашшĕ-амăшĕ ĕçке ернĕ пулсан ачисем те çак серепене лекесси 89 процентпа танлашать.

Алкоголь пуç мимин клеткисене пĕтерет, теççĕ. Тĕрĕссипе каласан, вăл клеткăсене кăна мар, вĕсен хушшинчи çыхăнусене татать, çакă ăс-тăн пăтранасси, пăсăласси патне çитерет.

Поделиться:
Распечатать