Тăвай округĕнчи Çăлпуç ялĕнчи Елена Димитриевна Иванова ĕç ветеранĕ ячĕпе Раççей Президенчĕн саламлă çырăвĕ килнĕ. Çав кун вăл хăйĕн 94-мĕш çуралнă кунне уявланă.
Елена Димитриевнан пурнăçне ĕç паттăрлăхĕн мухтавлă çулĕ теме пулать. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче пуçланнă унăн ĕç биографийĕ. 16 çултах фермăна дояркăна вырнаçнă. Çав вăхăтра хĕрÿ ĕççисенче поварта та вăй хунă — рабочисене апата уя илсе тухса çитернĕ. Ун аллинче ĕç вĕресе тăнă тейĕн. Унтан нумай çул пăрусем пăхнă. Ĕçри хастарлăхĕпе ял-йышра ырă ят çĕнсе илнĕ, чыслав хучĕ-сене тивĕçнĕ.
Паян Елена Димитриевна пĕччен пурăнать, хуçалăхра тăванĕсен ачисем, кÿршисем пулăшса тăраççĕ.
Сумлă çулне пăхмасăр ĕç ветеранĕ çирĕп кăмăл-туйăмпах-ха. Килĕнче тирпейлĕ.
Тăвай муниципалитет округĕпе Тăвай территори уйрăмĕн пуçлăхĕсемпе Олег Ломоносовпа тата Николай Сормовпа хаваспах калаçрĕ, ял хыпарĕ-сене пĕлсе тăни çинчен пĕлтерчĕ. Ырлăх-сывлăх, лăпкă та ăшă кунсем сунса сывпуллашрĕç саламлама килнĕ хăнасем.