Юр çусах тăнине пула çулсене тăтăшах тасатса тăма, вĕсен хăрушсăрлăхне йĕркелеме тивет.
Çак ĕçе округри подрядчиксем — «СтройТЕК» ОООпа Д.И.Федоров ИП пурнăçлаççĕ: çулсене сарса тасатаççĕ, реагентсемпе ĕçлесе хатĕрлеççĕ, ятарлă техникăна явăçтарнă.
Çулсем çинчи çитменлĕхсене çул çÿрекенсем те кăтартса параççĕ, вĕсене çийĕнчех пĕтерме пулăшаççĕ.