Çĕнĕ Пуянкасси территори уйрăмĕнче çĕнĕ çул пуçламăшĕнче хисеплĕ ĕç ветеранне Евдокия Ивановна Матвеевана сумлă юбилейĕпе саламланă.
Яваплă ĕçсенче вăй хунă вăл: колхоз бухгалтерĕнче, çыхăну уйрăмĕн начальникĕнче. Пилĕк ачине те тивĕçлĕ воспитани парса тĕрĕс çул çине тăратнă, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Сăмахран, Альбина Петровна Тăвай шкулĕнче биологи вĕрентет, республикăн тава тивĕçлĕ учителĕ. Юрий Петрович та кун-çулне педагогика ĕçĕпе çыхăнтарнă. Тăвай тата районти ытти шкулсенче ĕçленĕ. Ытти ачисем юрист, фармацевт, врач профессине суйланă.
Юбилей ячĕпе Тăвай округ пуçлăхĕн çумĕ Ирина Семенова, Çĕнĕ Пуянкасси территори уйрăмĕн начальникĕ Владимир Кузьмин, çывăх çыннисем саламланă, сывлăх, чун канлĕхĕ, иксĕлми вăй-хал суннă, хастар пулнăшăн тав тунă.
95 çулта тесе калаймăн Е.И.Матвеевана, çулĕ-сене кура мар ăс-тăнĕпе çивĕч. Кăткăс задачăсене шутлама пултарать, тĕнчери лару-тăрупа кăсăкланса сенкер экран умне ларать, мирлĕ пурнăçшăн кĕл тăвать. Ватлăхри хăтлă пурнăçшăн ачисемпе мăнукĕсене тав тăвать.