Çулталăк вĕçленсен, хĕле кĕрсен, уй-хирти ĕçсенчен пушансан ĕлĕкрех ялсенче ĕçкĕ-çикĕ вăхăчĕ пуçланнă. Ял çыннисем хăйсен ратни-тăванĕсене, тус-юлташĕсене, ĕçре пулăшакансене, ытти çывăх çыннисене пуçтарса хăналама пысăк ĕçкĕ тунă. Çулталăк хушшинче тунă ăнăçлă ĕçсемшĕн, ырă пулăмсемшĕн, ĕçлесе пухнă ырлăх-пурлăхшăн савăннине халăхпа пĕрле пайлас, тав тăвас килнĕ пурне те. Çапла ĕçкĕ вăхăчĕ пуçланнă ялта. Годовой отчет тетчĕç вара ăна шÿтлесе. Кашни килтех, пуяннисем те, чухăнраххисем те тума тăрăшнă çулталăкра пĕрре пысăк ĕçкĕ. Çывăх çынсемпе пĕрле пухăнса калаçса ларни, ĕçсе çини, юрласа-ташласа савăнни япăх пулăмах мар. Вăл çынсене пĕр-пĕринпе çывăхланма, хисеплесе пурăнма, туслăха çирĕп-летме пулăшнă. Çавăнпа пурте хаваспах çÿренĕ ĕçкĕсене. Самана пăсăлсан, вăрçă вăхăтĕнче, ун хыççăнхи йывăр çулсенче те сăлтавсăрах ĕçкĕсем туман халăхра.
... Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче, вăрçă умĕнхи çулсенче тата вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕнче çуралнă ачасем ÿссе çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тăчĕç. Ялсенче вăй питти çамрăк хĕрсемпе каччăсем йышланчĕç, мăшăрланса çемьесем çавăрма, çĕнĕрен çурт лартса уйрăлса тухма пуçларĕç. Ял ÿс-се пысăкланса пычĕ. Çĕнĕрен çурт лартма колхоз ял çумĕнче чылай пысăк çĕр лаптăкĕсем уйăрса пачĕ. Пирĕн ялта Кайри касра, пачах çĕнĕ вырăнта, çирĕм мăшăр харăсах çĕнĕ çуртсем лартма пуçларĕ. Ял çумĕн-че çĕнĕ ял çĕкленчĕ. «Мирный поселок» тесе ят пачĕç ăна пуçарса яракансем. Малти каспа Йăлăм касра та ял пысăкланса çĕнĕ çуртсем хушăнчĕç. Çамрăк мăшăрсем пурнăçа çĕнĕлле йĕркелеме, хаваслăрах, шавлăрах пурăнма тытăнчĕç. Ĕçре те питĕ хастар та пултаруллă пулнă вĕсем. Çав çулсенче колхоз та çуллен тĕрекленсе пычĕ. Çав вăхăтра ялта ĕçкĕ ĕçесси те çĕнĕрен чĕрĕлсе, вăй илчĕ. Ялта кашни шăматкунах кам та пулса ĕçкĕ тăватчĕ. «Паян çав-çав ĕçке ларать, ĕçме каймалла», — тетчĕç вара.
Ĕçкĕ тăвасси çемьешĕн пысăк та яваплă ĕç шутланнă, ăна тĕплĕн хатĕрленмелле. Малтанах çĕнĕ тырăран шÿтерсе салат, унтан ăна типĕтсе авăртса сăра тунă, сăмакун пĕçерсе юхтарнă. Сăмакунне ĕлĕкхи пек йăвашрах, тырă салатĕнчен кăна мар, хăватлăрах пултăр тесе сахăр песукĕ ярса йÿçĕт- нĕ. Ăна нумай юхтарнă, 40 чет- вĕрт е 50 та тесе мухтанакансем пурччĕ. Эрех-сăра çеç мар, юр-варĕ те чылай кирлĕ ĕçкĕ тума. Аш-какайĕ, сĕт-çăвĕ, çăмарти, пахча-çимĕçĕ килтех нумай-ха. Çапах та çителĕксĕр. Ун чухне Тĕмерти «Победа» колхозăн паха сортлă тулă çăнăхĕ авăртакан хăватлă арман пурччĕ. Таврари ялсенчен нумай çÿренĕ унта çăнăх улăштарма. Эпир те пайтах кайнă унта. Пулă, кăлпасси е хамăр патăрта çукрах ытти юр-варсене туянма ятарласа Хусанах çитсе килнĕ. Ара, ĕçкĕне пурте май килнĕ таран лайăхрах, сумлăрах тума тăрăшнă. Çынран юлас марччĕ, намăс курмалла ан пултăрччĕ, тенĕ.
Шăматкун каç пулсан пухăннă ял халăхĕ ĕçкĕне. Кил хуçи малтанах пÿрте тасатса тирпейленĕ, хăнасене кансĕрлеме пултаракан япаласене тула кăларса хунă, стенасем çумне вăрăм саксем лартса тухнă. Кил хуçи арăмĕ ирех тăрса кăмака хутса ăшăтнă, кукăль, хуплу, пÿ- ремеç, кулачăсем пĕçернĕ, винегрет, салатсем тунă. Кăмакана пысăк чукăнсемпе какай яшки, шаркку пĕçерме лартнă.
Хăнасем хĕвел ансан, каç пулсан пуçтарăннă. Стенасем çумне лартнă саксем çине ларса тухнă та шăкăл-шăкăл калаçма пуçланă. Арçынсем пĕр енне, хĕрарăмсем тепĕр енне хире-хирĕç ларнă. Урай варрине пысăк сĕтел вырнаçтарнă. Ун çине сăра витри, пĕр четвĕ-рт хаяр сăмакун кăларса лартнă, закускăсем хурса панă. Кил хуçисем — упăшкипе арăмĕ четвĕрт кĕленчи тытнă та пурне те черетпе эрех ĕçтерсе çÿ-ренĕ. Ырă сунса килнĕшĕн, хисеп тунăшăн, хăйсене пулăшнăшăн тав тунă, «тĕппи» ĕçме хистенĕ. Хăнасене пурне те харăсах пĕр сĕтел хушшине лартайман ĕлĕк ялти пĕчĕкрех пÿртсенче. Ĕçнĕ хыççăн закускисене урай варрине лартнă сĕтел çинчен кашниех хăйсем илсе çырткаланă. Ĕçеççĕ, калаçаççĕ хăнасем. Малтанах лăпкăн кăна пырать-ха калаçу. Çанталăк çинчен, ялти хыпарсем, кил-çуртри ĕçсем çинчен сăмах пуçараççĕ. Ик-виçĕ стакан ĕçсен, кăштах пуçĕсем хĕрсен вара чĕлхи-çăварĕсем япшарланаççĕ, калаçу çивĕчленет, шапăлтатаççĕ кăна, пĕр-пĕ-ринчен тытса илсех сăмахлаççĕ, тавлашаççĕ, чылайăшĕ виçесĕр мухтанма юратать. Пĕри кăçал ĕç кунĕ нумай тунипе мухтанать, тепри хăйĕн ватă ĕнине пасарта хаклă хакпа сутма пултарнишĕн савăнать, виççĕмĕшĕ тепĕр çул çĕнĕ пÿрт лартма ĕмĕтленет, кирпĕчне кăçалах илсе хунă-ха тет, тата тепри хăйĕн аслă ывăлĕ института вĕренме кĕнипе мăнаçланать. Кăçал ывăлĕ салтакран таврăнсан, ăна авлантарса кин кĕртме ĕмĕтленекенсем те пур. Вĕçĕ- хĕрри çук калаçăвăн. Ĕçеççĕ, çиеççĕ. Тав сана! та Сав мана! теççĕ пĕр-пĕрне.
Пурне те черетпе виç-тăватă хут ĕçтерсе çаврăнсан хăнасене сĕтел хушшине апата лартаççĕ. Кăмакара пиçнĕ йÿçĕтсе тăварланă купăста яшкине, шарккуна сĕтел çине кăларса лартсан пÿр- те ытарма çук техĕмлĕ шăршă сарăлатчĕ. Пурте питĕ юратса, рехетленсенех çиетчĕç апатне, кил хуçине тав тăватчĕç, тутлă пĕçернĕ тесе мухтатчĕç. Çинĕ хушăра та апат курки ĕçтеретчĕç.
Апат çисен, «апат куркине» те ĕçсен хăнасем лара-тăра пĕлмеççĕ, вĕсен юрлас-ташлас кăмăл çĕкленет. Кил хуçи малтанах купăс тупса хунă, калама пĕлекен вăйăçсем те пур. Янраса каять вара пÿртре купăс сасси, пуçланать юрă-кĕвĕ, ташă.
Хăнара шăппăн лармаççĕ,
Юрлаççĕ те ташлаççĕ,
Юрласа та ташласа
Савăнтарар тăвана.
Кил хуçине, тăвансене мухтаса тав тунипе, туслăх, тăванлăх юррисемпе пуçланать юрă-ташă. Янраса-кĕрлесе кăна тăрать ĕçкĕ шавĕ. Ĕçкĕ юрри, кĕреке юрри, ĕç юррисем, тăванлăх юррисем, шÿтлĕ такмаксем — пĕрин хыççăн тепĕрне чăвашла та, вырăсла та шăрантараççĕ хăнасем. Çамрăкраххисем тапăртатсах ташша илтереççĕ. Юрлакансем, ташă ăстисем кашни ялтах нумай чăвашсен.
Сăра сакки сарлака теççĕ. Вăхăт иртни сисĕнмест. Хĕллехи вăрăм çĕр те сисĕнмесĕрех иртнĕн туйăнать. Юрласа-ташласа ывăнаççĕ хăнасем. Киле кайма вăхăт çитет. Хăнасем ăсату юррисем юрлама пуçлаççĕ.
Сăпаççипĕ куккукне
Виç çăмарта тунишĕн,
Сăпаççипĕ тăванне
Пире хăна тунишĕн.
Чăт-чăт тăван, чăт тăван
Эпир тухса кайиччен,
Эпир тухса кайсассăн
Диван çине ларса кан.
Кăмăллăнах юрласа, кил хуçине тав туса ирхинерехпе килĕсене саланаççĕ хăнасем. Анчах çакăнпах вĕçленмест-ха ĕçкĕ-çикĕ мыскари. Çĕркаç ĕçнине пуçламăшĕ — «репетици» кăна пулнă теççĕ. Тепĕр кунне те пÿрт туллиех пухăнаççĕ хăнасем. Хăнана пушă алăпа каймаççĕ тетчĕç яланах. Паян вара пурте хăнасем четвĕртпе сăмакун илсе килнĕ, кил хуçине те, пухăннисене те хăйсен эреххисене ĕçтерсе çÿреççĕ. Çакнашкал йăла пуçланнăччĕ çав вăхăтра ял ĕçкисенче. Кунта вара хăйне май килĕшÿсĕр йăла пурччĕ — стаканне ĕçсе ямалла та пушăскерне кĕленче çăварĕ çине тăхăнтармалла. Хытă çĕмĕрлетчĕç вара ун пек чух ĕçкĕ çыннисем, ирĕксĕрлесех ĕçтеретчĕç. Ĕçмесен эпир хăвăр патне пымастпăр тесе хăратам пекки тăватчĕç. Е тата «эсир чаплă çынсем пирĕнпе хутшăнасшăн мар ĕнтĕ» тесе ÿп- келешекенсем те пурччĕ.
Çĕмĕрлет, шавлать каллех кунĕпе ĕçкĕ-çикĕ. Чылай вăхăт иртнĕ ĕнтĕ. Паçăр йĕркеллĕ калаçса ларакансемех чылайăшĕ «картран тухнă», юнашар лараканĕпе те хирĕçкелесе, кăмăлсăррăн, кÿрентермелли сăмахсемпе ятлаçса илет. Йĕркелĕхĕ, тирпейлĕхĕ çукрах ирхине «мухмăр чĕртме» пынă çынсен. Япăххи лайăххинчен нумайрах иккĕмĕш кунĕнче. Кил хуçине питĕ йывăр çакă, анчах чăтмалла унăн. Хамăр чĕнсе пуçтарнă хăнасене хăваласа яма çук, ун пек юрамасть. Çапах та ĕçсен-ĕçсен ывăнса çитет ĕçкĕ халăхĕ, киле пуçтарăнать. Халĕ вара йăлана кĕнĕ тепĕр самант пуçланать. Кил хуçин пурне те çул курки ĕçтерсе ямалла, «çул курки ĕçмесĕр кăларса ямастăп» тет. Хăй чет- вĕрт кĕленчи тытнă та алăк патне кайса тăнă, ирĕксĕрех ĕçтерет, ĕçмесен эпир хăвăр патăра пымастпăр тет. Çакă вара питĕ киревсĕр япала. Ахаль те ÿсĕр çынсем татах йывăрланаççĕ. Çакна пула киле çитеймесĕр шăнса пăсăлакансем те пулкаланă хамăр ялта та. Çапла вара эрех вăхăтлăха этеме савăнăç кÿрет, кăмăл-туйăма хăпартлантарать, анчах виçине пĕлмеллех çав унăнне. Этем мĕн авалтанпах эрех-сăра ĕçнĕ. Ĕçкĕ туни çынсене пĕр-пĕринпе туслашса çывăхланма май панă, анчах унăн тÿнтер енĕсене те манса кайма юрамасть.
Ялсенче çулталăк ĕçки тăвасси хĕлле Раштав хыççăн, Раштав типпи вăхăчĕ иртсен пуçланатчĕ. Хĕлĕпе тенĕ пекех ĕçетчĕç, вăраха пыратчĕ ĕçкĕ тапхăрĕ. Çăварни иртсен, Мăнкун умĕнхи «Аслă типĕ» пуçлансан ĕçкĕсем тума пăрахнă. Кирек мĕнле пулсан та Православи тĕнĕн йĕркисене пăхăнса пурăннă çынсем.
Самана улшăнчĕ. Колхозсем саланса кайрĕç, пысăк йышпа тумалли ĕçсем те пĕтрĕç, ял çыннисен йăли-йĕрки те улшăнчĕ. Ĕлĕкхине аса илсе кăсăкланмалли çеç юлчĕ.
Алексей ЕФИМОВ,
Енĕш Нăрваш ялĕ