1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 4 Февраль 2026 г.
23 января 2026 г. 13:49

Ентешсен асĕнче юлĕ

 

Пысăк çухату пулчĕ Тăвай еншĕн — Чăваш халăх артисчĕ, Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Владимирович Димитриев йывăр чире пула пурнăçран уйрăлса кайрĕ.

Ял ачи Шупашкарти И.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен вĕренсе тухсан юрăпа ташă ансамблĕн-че ĕçленĕ, чăваш артисчĕ- семпе тĕрлĕ ют çĕршывсенче пысăк сцена çине тухса пултарулăхне кăтартнă. Каярах пĕччен те юрланă. Унăн юррисем Чăваш радиопа телевидени урлă янăранă. Чунтан тухакан илемлĕ саслă артистăн шÿтлĕ юррисемпе хавхаланса ÿснĕ аслă ăру çыннисем. Усал йăла-йĕркене питлесе ырăлăхпа тĕрĕслĕх патне туртнă вăл çынсене.

Темиçе çул каялла Тăрмăшри çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕнчен хаçат-журнал çырăнтарассипе интересленнĕ май, чи активлă подписчиксем çинчен ыйтсан çапла калани асра юлнă: «Пирĕн Димитриев артист çинчен çырăр-ха, хуларан яла çу каçма килсен тÿрех почтăна кĕрет, «Ял ĕçченĕ» хаçата çырăнса тухать». Çакăн çинчен хаçатра пĕчĕк информаци пичетленнĕ хыççăн республикипе паллă юрăç хăй журналистсемпе курнăçма кăмăл турĕ. Коллектив ыйтнипе темиçе юрă та шăрантарчĕ. Сасси янăравлă, 75 çулалла çывхаракан юрăç хăйĕн ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене те уçрĕ.

«Мĕнле ял çемйи вăл район хаçачĕсĕр»,— тенĕччĕ. Тăван ял ĕçченĕсен, вĕсен пурнăçĕпе ĕç-хĕлне çутатакан статьясем уйрăмах çывăх пулнă уншăн. Культура пурнăçĕнчи çитĕнÿ-семшĕн савăнатчĕ. Хулара пурăнсан та ял сывлăшĕ-пе «сывланă», тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерсе хĕл каçмалăх хатĕрлетпĕр, тетчĕ. Эпир ăна юррисемшĕн, чăвашлăха упрама, малалла аталантарма тÿпе хывнăшăн тав тăватпăр.

Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче шăнкăрав килчĕ Николай Владимировичран. Анчах калаçма май килмерĕ. Артист кунĕпе саламласа шăнкăравларăм, тытакан пулмарĕ. Унччен куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнине пĕлмен çав.

Унăн ăсталăхĕ, пултарулăхĕ, сценăна чунтан парăнни ентешĕсен асĕнче юлĕ, çутă сăнарĕ чĕресенче упранĕ.

Поделиться:
Распечатать