1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 18 Февраль 2026 г.
23 января 2026 г. 13:43

Эсир кам пулатăр?

 

 

Аслă ăрури тăвансенчен пуçлар. Камсем вĕсем? Мăн ват атте енчен — асатте (прадед), асанне (прабабушка).

Мăн ват анне енчен — кукаçи (прадед), кукамай (прабабушка). Диалектра «эпи» сăмах та пур. Вырăсла бабушка, дедушка тени вырăнлă. Ватăсене карчăкпа старик теме пултарнă.

Тав тăвар ваттисене

Пил парса ÿстернĕшĕн,

Мĕнле пурăнмаллине

Пĕчĕкрен вĕрентнĕшĕн.

Малалла каяр. Сывлăхлă, илемлĕ ачасем çут тĕнчене парнеленĕ хĕрарăм чăннипе мухтава тивĕç. Унпа никам та танлашма пултараймĕ. Ача çуратнă хĕрарăмăн сывлăхĕ те çирĕпрех, хитрелĕхĕ те нумая пырать. Çемьери ачисем ывăл, хĕр (сын, дочь). Пĕртăвансене вара пичче (аслă ачи), аппа (аслă хĕр), шăллăм (кĕçĕн ывăл), йăмăк (кĕçĕн хĕр, хĕр пĕрчи) е вăталăххи тенĕ.

Тĕслĕхрен: Пĕчĕк аппа (сестренка) куçран пăхсах макăрать. Шăллăм (братишка) теттене ватса пăрахрĕ.

Аттепе анне енчи тăвансене калама пичче (дядя), аппа (тетя) сăмахсем пур. Мăн, пысăк е аслă аппасем, пиччесем çывăх тăвансем пулнă. Пиччесен арăмĕсене инкесем (тети) тенĕ. Анне пиччĕшне кукка (кукки) тесе чĕнме пултарнă. Пысăк кукка — вырăсла старший дядя. Акка — аслă акка, вăталăх акка — анне е атте енчи тăвансем (тети).

Тĕслĕхрен: Аккасем патне кайса килтĕм. Акка паян курăк çăлма кайнă. Тете (диалектра) — анне енчи пиччĕшĕ. Кинемей (кинеми) — анне е аттен пиччĕшĕн арăмĕ.

Хурăнташсен шутне пĕр йăхран килнĕ-тухнă икĕ сыпăкри аппасем, йăмăксем, пиччесем, шăллăмсем кĕнĕ.

Йăмăк ывăлĕ (племянник), аппа хĕрĕ (племянница), пичче, шăллăм ачисем (племянники). Вĕсем пĕр-пĕ- риншĕн вырăсла каласан двоюродный, двоюродная пулнă. Вырăссем «кузен, кузина» калама пултарнă. Ку иккĕмĕш, виççĕмĕш сыпăкри тăван ачисем пулчĕç.

Тăванла çыхăнусене пĕлтерекен ятсемпе чăваш чĕлхи пуян.

Çĕмĕрт çеçки çурăлсан

Ма хитре-ши çут тĕнче?

Икĕ чĕре юратсан,

Телей пулĕ çĕр çинче.

Хĕрпе каччă мăшăрлансан вĕсен çывăх çыннисен, тăванĕсен йышĕ ÿсет. Чăваш чĕлхинче кашнине хисеплесе чĕнмелли ятсем пур. Çамрăксем туй, çырăннă хыççăн упăшкапа (муж) арăм (жена) ятне илеççĕ. Пĕрле вĕсене мăшăр теççĕ (супруги), ячĕсене каламасăр Ивановсем, Павловсем хушамат тăрăх паллаштарма пултарнă. Тăванĕсем самаях хутшăнса пынă: киле кĕртнĕ çĕнĕ çын кин (сноха, невестка), ывăл арăмĕ, хĕрĕ качча кайсан упăшки — кĕрÿ (зять). Темиçе хĕр çитĕн-терсен çемьере кĕçĕн кĕрÿ, аслă кĕрÿ пулма пултарнă. Кĕрÿсем арăм енчи тăванĕ-семпе паллашнă. Хуньăм (тесть) — арăм ашшĕ, хуняма (теща) — арăм амăшĕ. Тĕслĕх илер: Кĕрÿшĕ кĕрĕк тăхăниччен хунĕ Хусана çитнĕ. Тупмалли юмахăн тупсăмĕ «сĕрĕм». Хуняçа (свекор) — упăшка ашшĕ, хуняма (свекровь) — упăшка амăшĕ.

Словаре пăхса илер тата: пăянам — свекровь, мăн пăянам — мать свекра, диалектра — теща. Пăятам — свекор, диалектра тесть. Пăяхам — деверь (брат мужа), пăяхам — ĕçкей — старший деверь.

Хунчăкăм (шурин) — арăмĕн тăван пиччĕшĕ, пуçана (свояк) — пĕртăван хĕрсене качча илнĕ çын. Евчĕ (сват) — мăшăрланнă чухне хăтана ертсе кайнă хăюллă, шаннă çын. Чипер хĕр — упăшка аппăшĕ, йăмăкĕ (золовка).

Чипер ывăл (деверь) — упăшка пиччĕшĕ, шăллĕ. Йăх тăсăлнă — çемьесенче мăнуксем (внуки) çуралса пынă, кĕçĕн мăнуксем (правнуки) аслисене савăнтарнă.

Çуралнă ачана ят парса тĕне кĕртсессĕн çемьене хреснаттепе хреснанне (крестные) хутшăннă. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ кум, кума тесе чĕннĕ. Йăла тăрăх, ача тăлăха тăрса юлсассăн (сирота), вĕсем явап тытнă.

Авланман арçын — хусах (холостяк), вăхăтра качча кайман хĕр — ватă хĕр (старая дева). Упăшки вилнĕ тăлăх хĕрарăм (вдова), арăмĕ вилнĕ — тăлăх арçын (вдовец). Тăван мар анне (мачеха), тăван мар атте (отчим).

Поделиться:
Распечатать