1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 1 Февраль 2026 г.
23 января 2026 г. 13:21

Халăха тивĕçтерсе

 

Ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем ял халăхне пулăшса çамрăк выльăх сахал мар сутаççĕ. Çынсем вĕсене туянаççĕ, ашлăх самăртса, харпăр хăйшĕн усă курма тăрăшаççĕ.

Иртнĕ çул та, халичченхи пекех, «Акконд-агро фирма» акционерлă обществăпа Сергей Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕ халăха çĕршер пуç çамрăк выльăхпа тивĕçтернĕ. Аккондçăсем хăйсемех çулталăкра 566 пуç сутнă, умĕнхи çулхи майлах. Сăмах майăн каласан, асăннă предприяти ытти хуçалăхсене кĕтĕве çĕнетмелли ăратлă пушмак пăрусем те çитĕнтерсе сутать çулленех.

Халичченхинчен сахалрах пулсан та, çапах та пĕлтĕр те 324 пуç çамрăк выльăх сутнă С.Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕ те. «Чутеевский» ял хуçалăх кооперативĕ аллă пуçа яхăн сутнă. Тушкилти Дмитрий Алексеев хресчен-фермер хуçалăхĕ те умĕнхи çулхинчен чылай ытларах тивĕçтернĕ çынсене. Округĕпе пурĕ 1230 пуç çамрăк выльăх сутнă.

Поделиться:
Распечатать