Чăваш Енри ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, республикăра иртнĕ çул 1000 ытла харпăр тĕллĕн ĕçлекен хушма хуçалăха аталантарма патшалăх пулăшăвĕ илнĕ.
Субсидисен пĕтĕмĕшле виçи 150 млн тенке яхăн пулнă. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсем патшалăх пулăшăвĕпе 192,2 тонна çĕрулми, 85,6 тонна пахча çимĕç сутнă. 935 ĕне, 430 качакапа сурăх, 425 единица ял хуçалăх техникипе хурт-хăмăр ĕрчетме 4842 тĕрлĕ материал туяннă. Çавăн пекех харпăр тĕллĕн ĕçлекенсем 2325 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 448 сурăхпа качака усрама субсиди илнĕ.
Пĕлтĕр Тăвай округĕнче харпăр тĕллĕн ĕçлекен 14 çын патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Тÿлевсен пĕтĕмĕшле виçи — 1929,0 пин тенкĕ, çакă вăл 2024 çулхинчен 2,4 хут нумайрах. Пирĕн аграрисем ĕнесем, сурăхсем, ял хуçалăх оборудованийĕ, трактор, удобрени туяннă.
Кăçал республикăра харпăр тĕллĕн ĕçлекенсене 100 млн яхăн тенкĕ субсиди уйăрма палăртнă.