1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 15 Февраль 2026 г.
23 января 2026 г. 13:42

Инкекрен сыхлать

 

Округри пĕр килте чутах пушар инкекĕ пулман, унран пĕчĕк прибор — пушар систеркĕчĕ хăтарса хăварнă. Унăн уçă, вичкĕн сассине пула çывăрса выртакан çын вăранса кайса пÿрт-ре тĕтĕм тухнине вăхăтра асăрханă. Ку уншăн иккĕмĕш çуралнă кун пекех пулнă.

Пĕлтĕр Чăваш Ен Правительствин пулăшăвĕпе округра пурăнакан 634 çын ку чухнехи датчиксем — пушар систеркĕчĕсем ларттарнă. Вĕсен шутĕн- че — пĕччен пурăнакансем те, нумай ачаллă çемьесем те, пурнăçри йывăр лару-тăрури çынсем те, инвалидсем те. Пурнăç кăтартса панă тăрăх, ятарлă датчиксем вырнаçтарни пысăк инкек-синкеке сирме пулăшать.

Эпир час-часах инкек кирек кампа та пулма пултарать, анчах пирĕнпе мар тесе шутлама хăнăхнă. Чăннипе апла мар вĕт-ха, ăна никам та суйласа илмест. Систеркĕч (извещатель) — маччана вырнаçтарнă пĕчĕк пластик коробка кăна мар, сирĕн сывлăх, сирĕншĕн талăкĕ-талăкĕпе хурал тăракан та. Вăл тĕтĕме эсир вăйлă çывăрса выртнă чухне те туять тата сире хăрушлăх пирки хытă сасăпа пĕлтерет, сигнал парать. Çавăнпа хакне те, ыттине те пăхмасăр хăвăр кил-çуртра пушар систеркĕчĕ (пожарный извещатель) вырнаçтарма тăрăшăр — вăл сирĕн тата çемье хăрушсăрлăхне ÿстерĕ.

Поделиться:
Распечатать