Мучарти Кузьмапа Демьян ячĕллĕ чиркÿре Кăшарни праçникĕ ячĕпе Леонид атте литурги ирттерчĕ.
Çынсем тĕрлĕ çĕртен пуçтарăннă. Кĕлĕ хыççăн шыва сăвапларĕ. Ун хыççăн шыва кĕмелли купеле анса сăвапларĕ. Шыва кĕрсе тасалакансем те пулчĕç. Хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалли пирки те манман, ял администрацийĕпе медицина ĕçченĕсем, ытти службăсем дежурствăра пулнă.