1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 8 Февраль 2026 г.
23 января 2026 г. 13:34

Конкурсра мала тухнисем

 

Тăвай муниципалитет округĕнче «Çĕнĕ çул çутисем» конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Вăл 2025 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнчен пуçланса 2026 çулхи январĕн 16-мĕшĕччен пынă.

Унăн тĕллевĕ округра инвестици хăвачĕ ÿс- нине тата вăл хăвăрт вăй илсе пынине кăтартасси, тавралăха туризмшăн, дизайнпа архитектура тытăмĕшĕн илĕртÿллĕрех тăвасси пулнă. Конкурсра çынсен, учрежденисемпе организацисен çурчĕсен фасачĕ- сене, парксемпе скверсене, сооруженисене тата ытти объектсене çутă ярăмĕсемпе мĕнле илемлетнине шута илсе пахаланă.

Конкурс çĕнтерÿçисем пулса 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ:

— Тăвай муниципалитет округĕн Тушкил территори уйрăмĕ;

— Евгений Геннадьевич Васильев — Çĕнçырма ялĕ, Ленинград урамĕ, 12-мĕш çурт.

Призерсем пулса 2-мĕш вырăн йышăннă:

— Совет Союзĕн Геройĕ П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул;

— Ольга Владимировна Алексеева — Амалăх ялĕ, Чапаев урамĕ, 10-мĕш çурт.

Призерсем пулса 3-мĕш вырăна тухнă:

— Енĕш Нăрвашри историпе мемориал музейĕ;

— Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул;

— Ираида Ивановна Цырульникова — Чутей ялĕ, Лесная урам, 17-мĕш çурт;

Леонид Николаевич Васильев — Кивĕ Пуянкасси ялĕ, Комсомольски урамĕ, 7-мĕш çурт.

Çĕнтерÿçĕсене дипломпа тата укçан преми парса хавхалантараççĕ

Поделиться:
Распечатать