1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 8 Февраль 2026 г.
23 января 2026 г. 13:35

Кĕрсе тухма меллĕ

 

«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ-пе килĕшÿллĕн Канашри ММЦăн Тăвайри филиалĕн больници юсаса çĕнетнĕ хыççăн нумай хăтлăхпа «пуянланчĕ».

Çав шутра сусăр çынсене поликлиникăна кĕрсе тухма меллĕ пандус вырнаçтарни те. Унччен чăнкăрах картлашкасем тăрăх улăхма меллех марччĕ ватă çынсене. Алăкран кĕрсенех инвалидсене кÿме çине лартса кабинетсем тăрăх илсе çÿ-реме пулать.

Маларах янтăланă лифтпа усă курни тĕрлĕ уйрăмсенче выртакансене сиплев процедурисене, медицина ĕçченĕсене хăйсене тивĕçтерÿ ĕçĕсене лайăхлатма, вăхăтра пурнăçлама пулăшать.

Поделиться:
Распечатать