Виçĕмкун Тăвай муниципалитет округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Шупашкартан унта Чăваш Республикин ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова хутшăннă. Унпа пĕрле мероприятире Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ялсенчи территори уйрăмĕсен начальникĕсем пулнă.
Администраци залĕнче иртнĕ тĕлпулăва общество палатин представителĕсене, предприятисемпе учрежденисен, массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисене тата çавăн пекех Совет Союзĕн Геройĕ П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти медиа-студи представителĕсене чĕннĕ.
Пĕрлехи информаци кунĕнче актуаллă çак темăсене тĕплĕн сÿтсе явнă: Чăваш Республикин территорийĕнче хĕллехи вăхăтра коммуналлă хытă каяшсене вăхăтра турттарса тухассине йĕркелесси; интернета кĕрессине чакарни; регион территорийĕнче çамрăксем хушшинче терроризм идеологине хирĕç тăнин эффективлăхне ÿстересси тата террорлăха хирĕçле тĕнчекурăма йĕркелесси; граждансем коммуналлă услугăсемшĕн тÿлессинчи улшăнусем; çулсене хĕллехи вăхăтра пăхса-тасатса тăмалли контрактсене пурнăçлани; Чăваш Республикин территорийĕнче 2026 çулхи хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси.
Информушкăнăн пур темине те Алевтина Федорова республика шайĕнчи информаципе усă курса уççăн ăнлантарса панă. Сÿтсе явнă ыйтусене пирĕн муниципалитет округĕнче пурнăçлассине Олег Анатольевич тĕплĕн ăнлантарнă.
Иртнĕ çулсенче хĕллехи вăхăтра коммуналлă хытă каяшсене вăхăтра турттарса тухман тĕслĕхсем пулнине, çакăнпа çыхăннă çитменлĕхсене малтанах курса-пĕлсе тăма, каяшсене графикпе пăхнă сроксенче турттарса тухма кирлине асăрхаттарнă округ ертÿçи.
2026 çулта коммуналлă услугă-семшĕн тÿлессине улшăнусем кĕртнĕ. Çакă вăл НДС 20-рен 22 процент таран ÿснипе çыхăннă. Хакĕсем епле улшăннине хаçатăн Çĕнĕ çул умĕнхи номерĕнче çырса кăтартнă.
Пушар хăрушсăрлăхĕ яланхи пекех пысăк тимлĕх ыйтнине, ку тĕлĕшпе муниципалитетра профилактика ĕçĕ активлă пулса пынине палăртнă округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов. Вăл кăçал килĕсенче пушар систеркĕчĕсем (извещателĕсем) лартмалли граждансен категорине сарма палăртнине пĕлтернĕ. Пурнăç çакăн шанчăклăхне кăтартса парать, тенĕ Олег Анатольевич. Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр округра ку чухнехи кунашкал датчиксене харпăр хăй килĕсенче 634 çын лартнă.
Çакна хăйĕн сăмахĕнче Тăвай окру- гĕнчи надзорпа профилактика ĕçĕсен пай начальникĕ Владимир Михайлов та çирĕплетнĕ тата пур çĕрте те пушар гидранчĕсем патне пыракан çулсене вăхăтра тасатса тăрассипе тимлеме ыйтнă.
Информаци кунĕн майĕпе округри централизациленĕ библиотека тытăмĕн конференц-залĕнче тата Совет Союзĕн Геройĕ П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та тĕлпулусем иртнĕ.
Çак кун граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.