2025 çулта округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пурĕ пĕрле 3016 пăру пăхса илнĕ, çав шутран 2258-шне ĕнесем пăруласа панă. «Акконд-агро фирма» акционерлă обществăра хăйĕнче кăна 1207 пăру илнĕ, çав шутра ĕнесем 838 пăруланă. Анчах, шел те, хĕсĕр юлнă ĕнесем те пĕр теçетке çеç мар. Кĕршери «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕн ферминче вара çулленех кашни ĕнерен вăтамран пĕрер пăру пăхса илме тăрăшаççĕ. Кăçал та çавăн пек. Дмитрий Алексеев, Сергей Муханов хресчен-фермер хуçалăхĕ-сенче те кашни ĕне тенĕ пекех пăруласа панă. Сергей Илларионов ферминче ку кăтарту пысăкрах та.
Пăру нумайрах пăхса илесси питĕ тимлемелли ыйту. Ку вăл кĕтĕве çĕнетсе пырас ĕçре те, аш нумайрах туса илес тата халăха çамрăк выльăхсемпе ытларах тивĕçтерес тĕлĕшпе те пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа ăна кирлĕ пек йĕркелесе пыма тăрăшни кирлĕ.