Юлашки 5 çул хушшинче округри аграрисем ял хуçалăх техникин паркне çĕнетме 704 миллион тенкĕ ытла уйăрнă, пурĕ 229 машина туяннă. Çапла майпа ку чухнехи техникăпа чылай пуянланнă хуçалăхсен машина-трактор паркĕ.
Çак тĕллевпе 2025 çулта кăна 99,7 миллион тенкĕлĕх 27 çĕнĕ техника кÿрсе килнĕ. Вĕсен шутĕн-че — тĕш тырă тата выльăх апачĕ пухса кĕртекен комбайнсем, хăватлă трактор, погрузчик, ытти оборудовани. Асăннă техникăпа ял хуçалăх ĕçĕнче усă курнă та ĕнтĕ. Çĕнĕ машинăсем ĕç тухăçлăхне ÿс- терме май панă.
Машина-трактор паркне çĕнетес ĕçре аграрисене патшалăх та пулăшать. «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне технологипе тивĕçтересси» наци проекчĕпе регионти программăсем пурнăçлама май параççĕ çакна, çĕнĕ техника туянма тухнă тăкаксене 45 процент таран тавăраççĕ.