Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕ-семпе ветеранĕсене Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕ-семпе саламласа ырă суннă май, журналистсем, хаçат тусĕ-сем общество аталанăвне, халăхпа влаç хутшăнăвĕсене çи- рĕплетме, чăваш культурин ятне-сумне çĕклеме, çынсене кулленхи хыпарсемпе тивĕçтерсе тĕрлĕ пулăмсен пĕлтерĕшне палăртма, тивĕçлĕ йышăнусем тума пулăшнăшăн тав турĕ. Хаçатçăсене Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов та пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусем сунчĕ.
Професси уявĕпе редакцие килсех саламлакансем те пулчĕç. Округри культура ĕçченĕсен профсоюзĕн председателĕ, библиотекăсен централизациленĕ тытăмĕн директорĕ Алена Абрамова, Татьяна Манишевапа Ирина Зверева библиотекарьсем, Тăрмăш ялĕн хăнисем — ял территори уйрăмĕн начальникĕ Алексей Матросов, вăтам шкул директорĕ Людмила Матросова, хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ, краевед, Тăрмăш ял энциклопедийĕн тата ытти чылай кĕнеке авторĕсенчен пĕри Вячеслав Сидоров район хаçачĕ вулакансене тĕрлĕ информаципе тивĕçтерекен, çĕнĕлĕхсемпе улшăнусене тĕрĕс хакласа йышăнма пулăшакан сумлă çăлкуç пулса тăнине палăртрĕç, хаçатçăсене тапса тăракан вăй-хал, çĕнĕ шухăшсемпе çивĕч темăсем, иксĕлми пултарулăхпа çĕнĕ çитĕнÿсем сунчĕç, «Ял ĕçченĕ» хаçатăн тусĕсем хушăнсах пырасса шанса тăнине палăртрĕç. Алена Абрамова хаçатăн тĕп редакторне Анжелика Евгеньевна Егорована пичет ĕçĕнче тÿрĕ кăмăлпа хастар ĕçленĕшĕн культура ĕçченĕсен республикăри профсоюзĕн Хисеп грамотине парса чысларĕ.