Çак кунсенче Тенеялĕнче пурăнакан Елизавета Васильевна Васильева 95 çул тултарнă. Мăшăрĕпе 4 ача çуратса ÿстернĕ. Ывăлĕн Виталин туслă та тăрăшуллă çемйинче хăтлăхра туять хăйне хисеплĕ кинемей. Унăн тĕп пуянлăхĕпе мăнаçлăхĕ — 8 мăнукĕпе 11 кĕçĕн мăнукĕ.
Юбилей кунĕнче хăнасене хавхалануллă кĕтсе илнĕ. Елизавета Васильевнана паллă юбилейпе саламласа округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов ырлăх-сывлăх, вăрăм та ырă кун-çул суннă. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвĕнчи сăмахсене вуласа панă, парнепе савăнтарнă.
Елизвета Васильевнан ĕç çулĕ сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă. 50 çул вăл ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче санитаркăра вăй хунă. Медицина сестрин нумай тивĕçне алла илнĕ. Çынсене ырă сĕнÿ-канашпа пулăшнă, ял хуçалăхри ытти ĕçрен те айккинче тăман.