Агропромышленноç комплексĕн предприятийĕсенче вăй хунă, вĕсене ертсе пынă, паянхи кун вара тивĕçлĕ канури ентешсем тăтăшах пĕр-пĕринпе курса калаçаççĕ. Çавăн валли вунă çул ытла ĕçлесе пыракан Чăваш енри АПК ветеранĕсен Союзĕн округри уйрăмĕ те майсем туса парать.
Акă, Кивĕ çĕнĕ çул кунĕн- че ырă йăлапа уйрăм пайташĕсем черетлĕ тĕлпулăва пуçтарăнчĕç. Ветерансен Совечĕн председателĕ Н.И.Иванов юлашки икĕ çул хушшинче туса ирттернĕ ĕçсемпе кĕскен паллаштарнă май çак тапхăрта çичĕ хутчен канашлу йĕркеленине асăнчĕ. Яланхи пекех, организацире тăракан пайташсен, çавăнпа пĕрлех ял хуçалăхĕнче нумай вăхăт вăй хунă ĕçченсен ыйтăвĕсене, кăмăл-туйăмĕсене тимлĕхре тытма тăрăшаççĕ.
Акă, Кармал ялĕнче пурăнакан тава тивĕçлĕ механизатора Н.М.Совина, ветеринари ĕçĕн ветеранне А.К.Птицована (Улянкă ялĕ) сумлă юбилейĕсемпе килĕсене çитсе саламланă, асăнмалăх парнесемпе савăнтарнă. Паллах, Союз членĕсен «çавра» çулĕсене те палăртмасăр хăварман.
АПК ветеранĕсен Союзĕн районти уйрăмне йĕркеленĕ тата ăна нумай çул ертсе пынă М.Я.Яковлев пуçарăвне малалла тăсса, 2025 çулхи кăрлач уйăхĕн-че Тăвай ялĕнче ЧР хисеплĕ строителĕ Г.А.Дюкин пурăннă çурт çинче Асăну хăми уçнă. Пурĕ вара округра çакăн пек хисеплĕ паллă çирĕм тăватта çитнĕ.
АПК ветеранĕсем хамăр тăрăхра пулса иртекен ĕç-пуçран айккинче тăмаççĕ, май пур таран общество пурнăçне хутшăнаççĕ. Вĕсен йышĕнчи ял старостисен куллен-кун тенĕ пекех вырăнти вуншар ыйтăва татса пама тивет. Ф.Г.Степанова, Т.Г.Иванова, Л.В.Якку хăйсен ялĕсенче СВО воинĕсем валли хÿтĕлев тетелĕсем, ытти куллен кирлĕ япаласем хатĕр- лес ĕçре пуçаруллă. Сăмах майăн, пухура Çĕнçырма ялĕнче пурăнакан Ф.Г.Степанована АПК ветеранĕсен юхă- мĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ятарлă медальпе те наградăларĕç. Маларах ку наградăна АПК ветеранĕсен хисеплĕ председателĕ М.Я.Яковлев тивĕçнĕ.
Н.И.Иванов йĕркеленипе иртнĕ çул АПК ветеранĕсем хамăр ентеш В.Н.Иванов ертсе пыракан «Акконд» кондитер предприятине çитсе курни ырă асаилÿ хăварчĕ. Кăçал та Валерий Николаевич аслă ăру çыннисене манăçа кăлармарĕ, чей сĕтелне пуянлатма пылак çимĕçсем, кашни член валли уйрăм парне — фабрикăра кăларакан конфетсен пуххи — çитерсе пачĕ кивĕ çĕнĕ çул кунĕ тĕлне. Пысăк тав ăна!
2025 çулта АПК ветеранĕсен йышне тепĕр икĕ çынна члена илнĕ. Вĕсем — Çĕнçырмари В.В.Николаев фермер хуçалăхĕн ертÿçипе нумай çул «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн автоколоннине ертсе пынă, каярах «Техсервис» АО, «Акконд-агро фирма» ОАО директорĕн-че, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă Н.Н.Васильев.
Ветерансен пухăвне хутшăннă округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Р.Краснов пухăннисене уявсемпе саламларĕ, кĕскен иртнĕ çулхи ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕ. М.Я.Яковлев, Ю.А.Алексеев, Н.П.Смирнов, Н.Н.Васильев, А.В.Салканов тата ыттисем те малашнехи ĕçе йĕркелемелли сĕнÿсем пачĕç.
АПК ветеранĕсен округри уйрăмне малалла ертсе пыма Н.И.Ивановах шанчĕç.