1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 1 Февраль 2026 г.
23 января 2026 г. 13:11

Профессине хаклаççĕ

 

Журналист — яваплă професси. Философ та, экономист та, политик те, учитель те вăл. Асăрханмасăр çырнă сăмах çынна кÿрентерме пултарнине лайăх пĕлеççĕ хаçатçăсем. Çавăнпа хăйсен професси тивĕçĕсене законра кăтартнă пек туса пыма тăрăшаççĕ.

Хаçат вăл — шанчăклă юлташ тата пулăшакан, вулакансене ырă сĕнÿ паракан. Пичет кăларăмĕ çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллашма, ыррине вĕренме май парать, теприсене малалла каймалли тĕрĕс çул кăтартать, ăс-тăна, тавракурăма аталантарать, професси суйлама пулăшать, çитменлĕхсене асăрхать.

Чăваш пичечĕн кунне çуллен кăрлач уйăхĕнче уявланă май, «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ тĕп редакторсене — Геннадий Васильевич Соловьева, Ольга Ивановна Сергеевана, Людмила Валериановна Яккуна, редактор çумĕсене Иван Григорьевич Григорьева, Иван Иванович Соловьева тата маларах ĕçленĕ ытти ертÿçĕсене, пичет кăларăмĕн содержанине тĕрлĕ жанрлă информацисемпе пуянлатассишĕн тăрăшса вăй хунă журналистсене, ытти сотрудниксене ырăпа асăннă пулăттăм.

Паянхи кун «Ял ĕçченĕ» хаçатăн тĕп редакторĕнче Анжелика Евгеньевна Егорова тăрăшать. Редакцинчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 9 çул унăн. Маларах менеджер ĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса пынă вăл.

Иван Иванович Гладков, Раиса Васильевна Шумова пай редакторĕсем хăйсен пултарулăхĕпе 55—45 çул паллаштараççĕ вулакансене. Вĕсен аллисем витĕр пин-пин тĕрлĕ материал тухнă, тĕрлĕ жанрпа çырса вулакансене савăнтарнă. Паянхи кун та вĕсем çырнă статьясене вуласа киленеççĕ хаçат тусĕ- сем. Мария Павловна Семенова корректор «Ял ĕçченĕ» хаçатра 37 çула яхăн ĕçлет. Ал çырăвĕсене компьютерпа наборлать, çав вăхăтрах вулать, хаçат страницисенче йăнăш ан кайтăр тесе тăрăшать. Вероника Александровна Павлова менеджер хăйĕн ĕçне пĕлсе вăхăтра туса пырать. Наталия Владимировна Александрова дизайнер 5 çула яхăн ĕнтĕ «Ял ĕçченĕ» хаçат хитре те курăмлă тухтăр, вулакансене илĕрттĕр тесе тимлет.

Эпир хамăрăн обществăлла корреспондентсене, пичет ветеранĕсене праçник ячĕпе чĕререн саламлатпăр. Малашне те «Ял ĕçченĕ» хаçатра тĕрлĕ содержаниллĕ материалсем пичетленсех тăччăр, пурнăçа малалла яма пулăшчăр.

Поделиться:
Распечатать