1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 1 Февраль 2026 г.
23 января 2026 г. 13:15

Прокат пункчĕ уçăлнă

 

 

Хаçатăн иртнĕ кунĕсенчи «Кĕс-кен» рубрикăпа пичетленекен материалта Тăвайри халăха социаллă пулăшу паракан центрта тин çуралнă ачасем валли прокат пункчĕ уçăласси çинчен пĕлтернĕччĕ.

Çакăн пек пулăшу пункчĕсем республикăри ытти округсенче те ĕçлеççĕ. Тăвай енре те вăл хăйĕн алăкне уçрĕ. Ăна «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче çул панă. Çакă вăл çамрăк ашшĕ-амăшне пулăшу кÿмелли пĕлтерĕш- лĕ мерăсен шутĕнче.

— Патшалăх кÿрекен пысăк çăмăллăх,— хăйĕн савăнăçне пайлать нумай ачаллă амăшĕ Татьяна Петровна. — Çакă çемье укçи-тенкине чылай перекетлет. Ачана кирлĕ япаласене тÿ-левсĕрех вăхăтлăх проката параççĕ.

Поделиться:
Распечатать