2026 çулта Республика кунĕ Шупашкарта тата Шупашкар округĕн- че иртесси паллă.
Республика кунне мĕнле паллă тăвассине сÿтсе явса ятарлă программа хатĕр-лесси тимлĕхре. Сăмах май, иртнĕ çул уяв Шупашкарта тата Етĕрне округĕнче иртнĕ. Етĕрнере «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕ хамăр енчи вырăнти туй юрри-ташшисемпе паллаштарнă. Музейсене çитсе курнă. Елена Матросова каланă тăрăх, пур çĕрте те волонтерсем ертсе-кăтартса çÿ-ренĕ.