«Ĕç çынна илем кÿрет»,— тесе халăхра ахальтен каламаççĕ. Çакна тăван ялти юлташсен кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашса пынă май та çирĕплетнĕ пулăттăм. Сергей Якимов çурчĕ ял хĕрринче, умĕнче машина-трактор, комбайнсемпе ытти агрегатсем туллиех. Вĕсемпе уйра тырă-пулă, çĕр улми акса-туса илеççĕ. Уттине те хатĕрлеç-çĕ. Автан сассипе вăранса мĕн хĕвел аничченех ĕçре иртет вĕсен кунĕ. Кунта Николай Александров дизель-тракторпа анасене вăхăтра сухаласа тăрать. С.Якимов çĕр арендишĕн халăха вăхăтра тырă валеçсе парать.
Техникăна вăхăтра юсаса тăраççĕ. Ку ĕçсенче тата кĕлетсенче тăрăшакан Владимир Романова, Сергей Абрамова, Борис Барышова ятранах асăнас килет. Çакнашкал тĕрев, паллах, С.Якимова вăй парать. Унпа пĕрлех хăйĕн КамАЗ машинипе пиччĕшĕ Алексей тăрăшать. Тата вĕсем техникипе усă курса ял çыннисене пулăшаççĕ. Унăн ырă та пархатарлă ĕçĕсем çинчен ял халăхĕнчен темиçе те илтнĕ. Çулла тĕп урама шыв кĕртме траншея чавма Сергей Иванович хăйĕн экскаваторĕпе хутшăнчĕ. Шыв пăрăхĕ шăтсан юсав ĕçĕнче те хастарлăх кăтартать. Е тата маларах ял урамĕсене юртан тасататчĕ. Хальхи вăхăтра хăйсен патĕнчи участока хырса тирпейлесе тăрать. Кăçал та пысăк çитĕнÿсем сунатпăр фермер хуçалăхне.