2026 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен патшалăх акчĕ-семпе хăш-пĕр саккуна улшăнусем кĕртнĕ.
Ĕç укçин чи пĕчĕк виçине ÿстернĕ, вăл 27093 тенкĕпе танлашать. Страхлакан пенсие 7,6 процент пысăклатнă. Пенси валли çирĕплетнĕ тÿлев 9584,69 тенке çитнĕ. «Амăшĕ героиня» ята тивĕçнĕ хĕрарăмсем Раççей Геройĕ-семпе тата Ĕç Геройĕсемпе тан социаллă гарантисем, çав шутра уйăхсерен 72400 тенкĕ тÿлев, илĕç.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен тăванĕ-сене пĕр транспорт хатĕрĕшĕн тата 6 сотка лаптăкшăн налук тÿлессинчен хăтарнă. СВО ветеранĕсем Раççейĕн кирек хăш регионĕнче те хăйсен ĕçне хута яма социаллă контракт тума пултараççĕ. Ун чухне çемье тупăшне шута илмĕç.
Нумай ачаллă амăшĕсен 1,5 çул ачапа декрет отпускĕ-нче пулнă тапхăра страховани стажне кĕртеççĕ, пенси палăртнă чухне ача йышне пăхмасăр шута илеççĕ. Патшалăхăн тĕп экзаменне пĕрремĕш хутĕн-че тытайман тăххăрмĕш класс ачисем тÿлевсĕр вĕренме, квалификаци экзаменĕ тытма тата рабочи профессийĕн свидетельствине илме пултараççĕ