Аслă Василий ячĕллĕ Енĕш Нăрвашри чиркĕве ял халăхĕ, ытти çĕртен те чылайăн пухăнчĕç Кăшарни уявне.
Георгий атте шурă тумпа тухса кĕлĕ вуларĕ, шыва сăвапларĕ. Ун хыççăн çынсем çветтуй шыва савăтсем çине тултарчĕç.
Енĕш Нăрваш ялĕнчи «Сикте» тата «Неркей» çăлĕсем патĕн- че те кĕлĕ вуласа шыва «тасатнă». Пачăшкă пурне те пил парса уявпа саламларĕ, телейпе мирлĕ пурнăç сунчĕ. Кĕлĕ тунă шывра пит-куçа çуса илчĕç, сиплĕх кÿрессе ĕненсе чăмса илекенсем те пулчĕç.