Этемлĕх хальхи пурнăçра питĕ хăрушă. Террористсемшĕн нимĕнле правилăсемпе мораль йĕрки те çук.
Терроризм — обществăшăн хăрушă пулăм. Çавăнпа унпа кĕрешесси ятарлă службăсен ĕçĕ кăна мар. Вĕсене общество енчен те пулăшу кирлĕ. Пĕрлехи вăйпа нумай ăнăçу тума пулать. Çак ĕçре çынсен тимлĕхĕпе тавçăрулăхĕ, сисчевлĕхĕ чылай пулăшма пултарать. Хăвăрпа юнашар е çывăхра тăракан шанчăксăртарах е хăйсене канăçсăр тытакан çынсене, транспортра, автозаправкăпа вокзалта, пурнăçшăн кирлĕ объектсенче çынсем йышлă вырăнта сумка лартса хăваракансене куçран ан вĕçертĕр. Çав вăхăтрах вĕсем хăварнă япаласене ан тĕкĕнĕр, вĕсем хăрушлăх кăларса тăратма пултарни çинчен хăвăр çывăхри çынсене те асăрхаттарăр. Шанчăксăр çынсем пĕччен е миçен пулнине, вĕсем куçса çÿрекен машинăпа, унăн патшалăх номерне астуса юлма тăрăшăр, полицие пĕлтерме май тупăр.
Борис БОРИСОВ