Сĕт производстви округри ял хуçалăх отраслĕнче тĕп вырăн йышăнать. Вăл пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем туса илессине те ÿс- терсе пыма хистет. Вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Ĕне выльăх ĕрчетекен çĕрте ял ĕçченĕсемшĕн ĕç вырăнĕ те хушăнать.
Администрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕ хатĕрленĕ сводкăран курăнать ĕнтĕ, пирĕн Тăвай муниципалитет округĕн- чи хуçалăхсенче 2025 çулта сĕт 2,7 процент ÿснĕ, ăна пурĕ 19603,1 тонна туса илнĕ, умĕнхи çулхинчен 508,5 тонна хушăннă. Продукци таварлăхĕ — 93 процент. Уйрăмах «Акконд-агро фирма» акционерлă общество, Валерий Грачев тата Сергей Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕ-сем тухăçлă ĕçленĕ. Аккондçăсемпе Илларионовсем хăйсем кăна мĕнпур сĕтĕн 65 процентне ытла туса илнĕ. Ку вăл 12765,5 тоннăпа танлашать.
Округри пĕтĕм категорири хуçалăхсем вара пĕлтĕр пурĕ 24623,1 тонна сĕт туса илнĕ, çак шутра çынсен кил хуçалăхĕсенче — 5020 тонна.
Ĕнесен продуктивлăхĕ 7914 килограма çитнĕ, умĕнхи çулхинчен 136 килограмм хушăннă. Раççейĕпе вăтам продуктивлăх 8300 килограма яхăн. Пирĕн округри малта пыракан «Акконд-агро фирма» АО, В.Грачев тата С.Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕсен те асăннă кăтарту çакăнтан кая марри савăнтарать — вĕсенче çулталăкра 8883—9428 килограмм таран сунă кашни ĕнерен.
Сĕт туса илессине ÿстерсе пыни халăх сывлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Медицина нормипе килĕшÿллĕн вăл çулталăкра пĕр çын пуçне 325 килограмм кирлĕ. Раççейре хальлĕхе çак цифра вăтамран 250 килогрампа танлашать. Апла пулсан организм унти кирлĕ элементсене илсе çитереймест. Çавăнпа ĕнесен йышне те, продуктивлăхне те малалла ÿстерсе пымалла.
Аш туса илессипе те çине тăрса ĕçлени кирлĕ. Çакна асра тытар: пур чĕрĕ чун та аш юратать. Ăна çителĕк- лĕ хатĕрлесси вара хамăртан нумай килет: пăрусем ытларах пăхса илмелле, лайăх тăрантарса усраса выльăхсене кĕске срокра самăртма тăрăшмалла, кирлĕ пулсан, ашлăх ăратсем те усрамалла тата ытти те. Пĕлтĕр округри хуçалăхсенче, 602 тонна аш туса илнĕ, ку вăл 78,3 процент чухлĕ е умĕнхи çулхинчен 167,3 тонна сахалрах.