1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 17 Февраль 2026 г.
30 января 2026 г. 11:51

Пĕрлĕхпе туслăх уйăхлăхĕ

Тăвай муниципалитет округĕнче 2026 çулхи январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февраль вĕçĕччен оборонăпа массăллă, спорт тата патриотла ĕçсен уйăхлăхĕ пырать. Мероприятие «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ тата ăна Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă.

Ку пуçарулăх ăрусене пĕрлештерме, патриотла кăмăл-туйăма çирĕплетме, округра пурăнакансем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарма пулăшĕ.

Уйăхлăх программине диалог, вĕренÿ тата практика ĕçĕсен пĕр-пĕтĕмĕшле уçлăхĕ майлă туса хатĕр-ленĕ. Вăл тĕрлĕ енлĕ тата пысăк пулăмсенчен тăрать — куçа-куçăн тĕлпулусемпе спорт тупăшăвĕсенчен пуçласа — онлайн-акцисем таранах, вĕсем обществăшăн пĕлтерĕшлĕ ĕçе пур ÿсĕмри çынсене те явăçтарма май параççĕ. Тĕслĕхрен, хăюлăх урокĕсенче шкул ачисем, çамрăксем ветерансемпе, çар çыннисемпе, ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе тĕл пулса калаçма пултараççĕ тата ытти те.

Уйăхлăха йĕркелекенсем çакна палăртаççĕ: асăннă уйăхлăх — пĕррелĕх акцисен пуххи мар, гражданлăх çирĕп-лĕхĕпе пĕрлĕхне йĕркелемелли тытăм. Астăвăм мероприятийĕсене, спорт тупăшăвĕсене тата çут ĕç проекчĕсене, тĕлпулусене хутшăнса округра пурăнакансем хăйсем Раççей тата Чăваш Ен историпе тата культурипе çыхăнуллă пулнине, тĕрлĕ халăхсене хисепленин тата туслăх хаклăхне туйса илĕç.

Поделиться:
Распечатать