1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 7 Март 2026 г.
13 февраля 2026 г. 15:13

Апат юлсан

 

 

Наркăмăшланасран, аптăрасран, вар-хырăм пăсăласран асăрханмалла.

Пĕрре шăнтнă апата ăшăтса çинĕ хыççăн тепĕр хут шăнтса ан лартăр. Морозильникран кăларса ăшăтнă аша пĕçерсен кăна тепĕр хут лартма юрать.

Шăнтмашкăн ятарлă контейнерсемпе лартма сĕнеççĕ. Кĕленчерен туни лайăхрах. Сĕт юр-варĕ пулнă савăтпа усă курасран асăрханмалла, вĕсен пахалăхĕ чакать. Вĕсемпе микроволновкăра ăшăтма юрамасть: сывлăхшăн сиенлĕ.

Апат юлсан ăна сĕтел çинче 2 сехетрен ытла лартма юрамасть: бактерисем ĕрчесе каяççĕ. Тен пăсăлмĕ те, анчах кашнинчех мар.

Морозильникрен кăларнă япалана сĕтел çинче мар, холодильникра ăшăтмалла.

Апата микроволновкăра та, духовкăра та, плитара та кăшт çеç ăшăтни çителĕк-сĕр: микробсене пĕтерме хытах хĕртсе илни аванрах. Çиес умĕн кăшт сивĕтмелле кăна.

Кашни апатах шăнтса ăшăтма юрамасть, çавăнпа темиçе çимелĕх хатĕрлеме кирлĕ мар.

Шăршă кĕменни пăсăлманнине пĕлтермест. Çакна яланах асра тытмалла.

Поделиться:
Распечатать