1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 6 Март 2026 г.
13 февраля 2026 г. 13:52

КИВĔ СĂН ŸКЕРЧĔК

 

Кунта эсир Сăхăтпуç шкулĕн сад пахчинче «çапса илнĕ» сăн ÿкерчĕке (1973 çул) куратăр. Сулахайри Юрий Васильев, 1960 çулхи, Çĕрпÿри автомеханиксен техникумĕнчен вĕренсе тухнă, службăра десантник-парашютист пулнă.

Варринчи — Григорий Макарович Веселов (1945—2002 ç.ç.), шкулта НВП, музыкăна вĕрентнĕ, ĕç урокне ертсе пынă. Спорт ĕçне йĕркелесе пынипе ăмăртусенче, уйрăмах йĕлтĕрпе чупассипе, районта вăйлисем пулнă сăхăтпуçсем. Çарпа спорт вăййисене хатĕрленĕ шкул ачисене. Баянпа ăста каланă.

Сылтăмри — Николай Александрович Тимофеев, 1959 çулхи. Афган вăрçине хутшăннă. Халĕ — Канаш хулинчи паллă врач-хирург. Ун çинчен темиçе çул каялла «Ял ĕçченĕ» хаçатра пысăк проект пичетленсе тухнăччĕ.

Поделиться:
Распечатать