«Çăварни çуни çĕн çуна, ма килмест-ши икĕ эрне» - тесе юрланă Çăварнинче. Пирĕн асатте-асаннесенчен юлнă чи ырă та хаваслă уявсенчен пĕри вăл. Чăвашсен ытларахăшĕн Çăварни икĕ эрне хушши пынă.
Пĕрремĕш эрнине аслă Çăварни - «большая масленица», иккĕмĕшне вара кĕçĕн Çăварни - вырăсла «малая масленица», тенĕ. Каярах, Христос тĕнĕ сарăлнă май, чăваш Çăварнине Масленица - вырăс уявĕпе танлаштарса, пĕр эрне хушши - вырсарникунтан пуçласа палăртма пуçланă. Ку уявра ватти те, вĕтти те савăнаççĕ, тĕрлĕрен вăйăсем выляса киленеççĕ, вĕри пĕлĕмне вара тăраничченех çисе савăнаççĕ, мĕншĕн тесен Çăварни эрнинче кашни кунах вĕри те техĕмлĕ пĕлĕм пĕçереççĕ, пылпа, варенипе те çиеççĕ.
Тăрмăшри вăтам шкулта та, культура çуртĕнче те çăварнине паллă тăвасси йăлана кĕнĕ уявсенчен пĕри. Малтанах Çăварни уявĕн историйĕ-пе, ăна пирĕн асаттесемпе-асаннесем мĕнлерех ирттернипе паллаштаратпăр ачасене. Паллах, уява çăварни юррисенчен пуçлатпăр, вĕсене ачасем аслисенчен вĕренсе пыраççĕ, хамăр та аслисенчен вĕреннĕ. Пирĕн вăхăтра Çăварни юррине пĕлмен ача та пулман, пĕлменнисене лашапа катаччи чуптарман, çавăнпа та çине тăрсах вĕреннĕ юррăн куплечĕсене, пурин те лаша çуни çине ларса ял йĕри-тавра юрласа катаччи чупас килнĕ. Пирĕн ялта икĕ кĕвĕпе юрлаççĕ Çăварни юррине, аслисем тăсарах шăрантараççĕ пулсан, çамрăксем вара хăвăрттăн-хăвăрттăн юрлаççĕ. Купăс пулсан, ăна каласа янраттарса пынă лашасемпе, купăсĕ çуккисем вара шăкăртмасемпе, параппанпа та çапса юрланă. Ялта шăнкăрав сасси янăраса çеç тăратчĕ, 6-7 лавсенчи хĕрарăмсем, пысăк хитре тутăрсем çыхнăскерсем, тĕл пулатчĕç те урам тăваткалĕнче, пĕрле пухăнса ташша яратчĕç. Эрнипех Çăварни чупнă, лашасем ывăннă паллах, кантарнă та вĕсене, татах та юрла-юрла урамсем тăрăх çăварни чупнă, кÿршĕ ялсене те çитсе килнĕ. Унта татах та хастартарах юрланă: «Çакă ялăн хĕрĕсене кĕвĕçтерме тесеех килтĕмĕр», тенĕ, ара лашисене мĕнлерех хитрелетнĕ те-ха, тутăрсемпе, тĕрлĕ тĕслĕ лентăсемпе, лавккаран ятарласа илнĕ хитре чечексемпе, юмахри лашасем пекехчĕ вĕт! Лачкассине, Енĕш Нăрваша, Тăвайне, Канаш районĕнчи Хучеле, Çĕнĕ Ахпÿртпе Кивĕ Ахпÿрте, Шаккăла çитсе килнĕ, пĕр лашапа тухсан та 4-5 лашана çитетчĕ. Вăл вăхăтра машинăсем питех пулман, çулĕсем такăртарах тата лаша çулĕ те яланах пулнă, хĕлле ытларах чухне лашапа çÿренĕ. Вăл вăхăтра килсенче те лаша усранă, колхозра кашни фермăрах лашасем тытнă, бригадăсенче те лаша витисем тата лашисем те чылай пулнă. Çĕнĕ Ахпÿрт енчисем Тăрмăша хĕлле яланах лашапа килсе çÿренĕ, хăшĕ-сем тăванĕсем патне, теприсем лавккана килнĕ. Туслă пурăннă, пĕр-пĕринпе харкашман, уйрăмах тăрмăшсене хисеплетчĕç вăл енче, мĕншĕн тесен эпир юрра-ташша ăста пулнă. Халĕ те аптăрамастпăр-ха, Тăрмăш ятне çÿлтех тытасшăн тăрăшатпăр, çамрăксене те хутшăнтарса вĕрентсе хăварасчĕ, тетпĕр. Халĕ лаши çук пулсан та ялта, Çăварни уявне çавах ирттеретпĕр. юррине те юрлатпăр, ташшине те ташлатпăр, тĕрлĕрен вăйăсем те вылятпăр. Çунашкасемпе, çаврашкасемпе ярăнса савăнчĕç ачасем. Тутлă та техĕмлĕ пĕлĕмне пылпа та, варенипе те çисе киленчĕç. Вĕрентекенсемпе пĕрле культура ĕçченĕсем те хутшăнчĕç уява.
Çакăн пек уявсем ирттерни хамăрăн ырă йăла-йĕркене манма памасть, ачасенче те чăвашлăх туйăмĕ çуратать. Чăвашлăха манас марччĕ, атте-аннесен, асатте-асаннесен юрри-кĕв- висене малалла та аталантарса пырасчĕ.
Елена МАТРОСОВА,
Тăрмăш ялĕ