Мелисса пур енĕпе те усăллă, ăна валли пахчара вырăн тупмаллах. Вăл паха эмел курăкĕ, вĕлле хурчĕсене хытă илĕртет.
Мелиссана тымарĕпе те, вăррипе те ĕрчетеççĕ. Вăррине акмашкăн çулталăкран ытла упрамалла мар, нумайрах выртсан шăтаслăхĕ чакать. Калча çитĕнтерсе лартсан лайăхрах, çумкурăксем таптаймĕç.
Вăррисене апрель пуçламăшĕнче теплицăра е парникре хатĕрленĕ ещĕке ретĕн-ретĕн акмалла. Çиелтен хăйăр сапмалла. Нÿрĕ упрама пленкăпа витмелле.
Калча 15-18 кунтан шăтса тухать. Çакăн хыççăн пленкăна илмелле, калчана сайралатмалла (хушши 1 см юлтăр). Йăран çине калчана июнь пуçламăшĕнче куçараççĕ. Уçă вырăн, хăйăрлă-тăмлă çĕр кирлĕ.